АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк специалистсене - стажировкăна

18 июня 2010 г.

Аслă шкултан, училищĕрен, колледжран вĕренсе тухакансене халĕ патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытса диплом илесси кăна мар, хăйсен специальноçĕпе ĕçе вырнаçасси те канăçсăрлантарать. Студент пурнăçĕпе сыв пуллашнă хыççăнах ăна тупас шанăç, тĕрĕссипе, чылайăшĕн çук та. Мĕншĕн тесен çамрăк специалистăн опыт çителĕксĕр.

Вĕренÿ учрежденийĕ пĕтернисене малтанхи хăнăху илме пулăшас тĕллевпе ятарлă программа туса хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн çамрăксене стажировкăна йышăнаççĕ, вĕсене ăста та пултаруллă çынсен çумне çирĕплетеççĕ. Наставниксене çакăншăн хушса тÿлеççĕ.

Пĕрремĕш ĕçе вырнаçни, професси ăсталăхне туптани, малтанхи шалу - центрта шута тăнă çамрăк специалистсем çаксене республикăн Чăваш Енри ĕç рынокĕнчи кăткăслăха 2010 çулта чакарас енĕпе йышăннă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн чи малтан тивĕçеççĕ. Асăннă документăн тĕп çул-йĕрĕнчен пĕри - вĕренÿ учрежденийĕ пĕтернисем валли стажировка йĕркелесси. Çавăнпа пĕрлех программа ĕç сĕнекене çамрăк специалиста хакласа, чи маттуррисене суйласа илсе яланлăхах вырăнта хăварма май парать. Çав тĕллевпе Вăрмар районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх учрежденийĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенчен вĕренсе тухакансене «Общепит», «Нива», «Труд» тулли мар яваплă обществăсенче, Вăрмарти райпора, «Урмарыводхоз» муниципаллă унитарлă предприятире, АТПра, Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ертсе пыракан компанинче çак специальноçсемпе стажировка тухма чĕнет: кондитер-повар, официант, бармен, кассир-контролер, сутуçă, менеджер, коммерсант, обществăлла апатлану технологĕ, товаровед, ремонтник слесарь, пĕтĕмĕшле страхлакан ĕçсен мастерĕ, бухгалтер, экономист, эколог.

Тĕплĕнрех çак телефонпа ыйтса пĕлме пулать: 2-12-02, е çак адреспа пырăр: Вăрмар поселокĕ, Чкалов урамĕ, 2-мĕш çурт.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика