18 июня 2010 г.
Çуллахи шăрăх çанталăк тăнă май, шыв ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Чылайăшĕ çак тапхăрта шыв çитменнипе аптраççĕ. Ку ыйтăва татса парассипе хальхи вăхăтра «Урмарыводхоз» муниципаллă унитарлă предприяти ĕçлет. Республикăн «Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси» программăпа килĕшÿллĕн вырăнти халăха шывпа тивĕçтерессипе тимлеççĕ.
Предприяти пуçлăхĕ А.Васильев пĕлтернĕ тăрăх, районĕпе пурĕ шыв башни 65 шутланать. Поселокра шыв башни - 2. Вĕсем поселокри халăха шывпа тивĕçтерсе тăраççĕ. Шыв башнисене иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче хăпартса лартнă. Вĕсен амортизаци вăхăчĕ 40 çул пулсан, пурте тенĕ пекех кивелнĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем «Урмарыводхоз» муниципаллă унитарлă предприяти балансĕ çинче тăмаççĕ. Вырăнти ял тăрăхĕсем те юридици сăпатĕнче тăманнине пула вĕсене пăхмаççĕ тесен те юрать. Шыв колонкисем пурĕ 529 шутланаççĕ, анчах вĕсенчен 100-шĕ кăна ĕçлеççĕ. Ыттисене юсамалла е çĕнĕрен улăштармалла. Районĕпе пурĕ 200 километр тăршшĕ шыв пăрăхĕ туртнă. Вĕсенчен 180 километрне çĕнĕрен юсамалла. Республикăри тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн Пысăк Енккассинче 20 километр тăршшĕ шыв пăрăхĕсене хывнă, колонкăсем вырнаçтарнă. Поселокра пурĕ 13 километр шыв пăрăхĕ туртнă. Вĕсенчен 80 процент ытла юсамалла е çĕнĕрен улăштармалла. Кăçал 200 метр тăршшĕ çĕнетме палăртнă. Шыв пăрăхĕсене вăхăтра улăштарайманнин сăлтавĕ - предприятин укçи-тенки çитсе пыманни тата хваттер, уйрăм кил хуçисем шывпа усă курнăшăн вăхăтра тÿлеменни. Çак парăм июнь уйăхĕ тĕлне 760 пин тенке çитнĕ.
«Шăрăх çанталăкра уйрăм кил хуçалăхĕнче пурăнакансем шывпа туллин усă кураççĕ: пахча çимĕç шăвараççĕ, строительство ĕçĕнче те шывсăр май çук. Анчах та колонкăри шывпа усă курнăшăн уйрăм кил хуçалăхĕсенче пурăнакансем çав-çавах вăхăтра тÿлеме васкамаççĕ. Хакĕ тĕлĕшĕнчен илес пулсан, колонкăри шывпа усă курнăшăн пĕр çын пуçне уйăхне 11 тенкĕ те 2 пус тÿлемелле. Ку вара пĕрре те хаклă мар. Уйрăм кил хуçисене шывпа тивĕçтерессипе - 1186, хваттер хуçисемпе 3250 килĕшÿ тунă. Çак ĕç малалла пырать», - тет А.Васильев пуçлăх.
Шывпа тивĕçтерессипе çыхăннă ытти çивĕч ыйтусем те сахал мар. Акă поселокри хваттерсенче пурăнакансенчен хăшĕ-пĕри иккĕмĕш хута шыв çитменни пирки тертленет. А.Васильев директор палăртнă тăрăх, ун сăлтавĕ чылай чухне шыв пăрăхĕсем кивелсе çитнинче, пĕчĕк диаметрлă (унăн диаметрĕ нормăпа 100 милиметртан кая пулмалла мар) шыв пăрăхĕсем хывса хăварнинче.
Çын сывлăхĕ мĕнлерех шыв ĕçнипе те тÿрремĕнех çыхăннă. Ун пахалăхне вара Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн Çĕрпÿри территори уйрăмĕ тĕрĕслесех тăрать.
Предприяти ÿсĕмĕ - ăста кадрсенче. Н.Никитин тĕп инженер, кунти слесарьсем хваттер тата уйрăм кил хуçисене шывпа тивĕçтерессипе тăрăшаççĕ.