АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Медицина сестри-2010

18 июня 2010 г.

Медицина сестри-2010

Юлашки çулсенче ятарлă медицина центрĕсем уçас, ялти медицина системине çĕнетес енĕпе тунă ĕçсем республикăра сывлăх сыхлавĕнче курăмлă кăтартусем кÿчĕç. Çавна май врачсен паха пулăшăвĕ ялсенче пурăнакансем тата ĕçлекенсем патне май пур таран çывхарчĕ. Ку ĕçре врачсемпе пĕрлех медицина сестрисен тÿпи те пур. Акă районти тĕп больницăн анестезиологипе реанимаци уйрăмĕнче медицина сестри пулса вăй хуракан Ирина Николаевна Михайловăна илер-ха. Вăл кунта ĕçлеме пуçлани нумай вăхăт иртмен пулин те, хăйĕн ĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлать. Коллектив та ăна ыр кăмăлпах йышăннă.

Пациентсем те хăйсемпе тимлĕ пулнăшăн, врачсем мĕн хушнине вăхăтра пурнăçланăшăн, ăшă кăмăлĕшĕн И.Михайлова медицина сестрине хисеплеççĕ. Хăйĕн ăсталăхне ĕçре туптанипе пĕрлех районта медицина ĕçченĕсем хушшинче иртекен конкурссенче те уççăнах палăртать. Акă кăçал районта иртнĕ «Чи лайăх медицина ĕçченĕ» конкурсра Ирина Николаевна «Хамăн профессипе мухтанатăп» номинацире виççĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçрĕ. Ĕмĕт-тĕллевсем те пысăк пултаруллă çамрăкăн. Малашлăхра хăйĕн пĕлĕвне ÿстерес шухăшлă вăл. Апла пулсан эпир ăна мĕн шутланине пурнăçа кĕртме ăнăçу, коллектива çирĕп сывлăх сунатпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика