18 июня 2010 г.
Пысăк пĕлтерĕшлĕ наци проекчĕсенчен пĕри - сывлăх сыхлавĕ. Çавна май ятарлă медицина центрĕсем уçас, ялти медицина системине çĕнетес енĕпе тунă ĕçсем курăмлă. Çемье врачĕн офисĕсем уçăлни те çынсене паха медицина пулăшăвĕ парать. Районти тĕп больница вырăнти халăха сыватассипе тĕллевлĕ ĕçлет. Пĕр сменăра амбулаторипе поликлиника пулăшăвне 20 специальноçпе 375 çын таран илет. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн 5 уйрăмĕ пĕр сменăра 100 яхăн çынна йышăнать. Чирлисене стационарлă пулăшу пама 7 профильпе 102 койка-вырăн пур. Ял халăхне медицина енĕпе пĕрремĕш пулăшу пама фельдшерпа акушер пункчĕ 17 ĕçлет. Районти тĕп больницăн хирурги, анестезиологипе реанимаци уйрăмĕсенче талăкĕпех врачсен медицина пулăшăвне илеççĕ, ĕç вăхăчĕ вĕçленнĕ хыççăн дежурнăй врачсем киле пырса пулăшу кÿреççĕ.
2010 çулта врачсем патне килсе профилактикăлла пулăшу илекенсем 34578 пулнă, çакă иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 4,2 процент ытларах. Наци проекчĕн пĕлтерĕшлĕ пулăмĕ - хушма диспансеризаци. Унпа килĕшÿллĕн 90 çын сывлăхне тĕрĕслеттернĕ. Ĕçлемен граждансем планпа килĕшÿллĕн - 721, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă салтаксен мăшăрĕсем 305 çын диспансеризаци тухнă.
Пысăк технологиллĕ травматологипе ортопеди пулăшăвĕ кирлисем валли медицина ĕçченĕсем ятарласа реестр йĕркеленĕ. Кун пек граждансем пирĕн 52 шутланаççĕ. 2010 çулхи 5 уйăхра Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин эндопротезировани, ортопеди, травматологин федераллă центрĕ» федераллă патшалăх учрежденинче - 16, Чулхулари наукăпа тĕпчев институчĕн ачасене гастроэнтерологи енĕпе сыватакан центрта - 1, ачасен сывлăхне тимлекен Мускаври наука центрĕнче - 2, чĕрепе юн тымарĕсен хирургийĕн Пензăри федераллă центрĕнче 2 çын сывалнă. Юн тымарĕсемпе чирлисен пирвайхи сыпăкра чирĕсене палăртассипе республикăра ятарлă медицина центрĕсем ĕçлеççĕ. Кăçалхи 5 уйăхра кун пек центрта 35 çынна сипленĕ. Район халăхне тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕ парассин калăпăшĕ 2010 çулта 91825112,0 тенкĕпе танлашать, пĕр çын пуçне 3407,85 тенкĕ тивет.
Юсав ĕçĕсем пурнăçлассипе те чылай ĕçсем туса ирттернĕ. Терапи, анестезиологипе реанимаци, стоматологи уйрăмĕсене çĕнĕ сăн кĕртнĕ.
«Чăваш Республикинче ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласси çинчен» Указпа килĕшÿллĕн Чулкасри фельдшерпа акушер пунктне çак ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула куçарнă. Кунта юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Районти сиплевпе профилактика учрежденисенче 44 врач тата 203 медицина сестри ĕçлет. Вĕсем пурте халăха паха медицина пулăшăвĕ парассипе тимлеççĕ. Район больницин тĕп врачĕн заместителĕ Н.Мефодьева, анестезиологипе реанимаци уйрăмĕн врачĕ Г.Николаев, эндоскопи врачĕ В.Тимушкин, терапи уйрăмĕн аслă медицина сестри С.Васильева, Кĕтеснерти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ А.Скворцова, хирурги уйрăмĕн аслă медицина сестри Н.Гаврилова тата ыттисем те хăйсен ĕçĕнче чăн-чăн ăстасем.