18 июня 2010 г.
Чăваш Енре çул-йĕр комплексне аталантарас ĕçре пысăк тĕллевсем лартаççĕ. Çĕршыв экономики аталанать, груз турттарасси ÿсет. Çавна май хуласен çывăхĕнче кăна мар, аякри ялсенче те çул-йĕр сараççĕ. Хальхи вăхăтра Вăрмар поселокĕнчи чукун çул вокзалĕ патĕнче «Чăваш автодор» АУОн тытăмне кĕрекен подразделенисем çул-йĕр хывас, тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе ĕçсем пурнăçлаççĕ. Обществăн Вăрмарти çул-йĕр тăвакан тата ăна юсаса тăракан уйрăмĕ те ку енĕпе курăмлă ĕç пурнăçлать. Республика кунне те вĕсем лайăх кăтартусемпе кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Кăçал «Вăрмар - Тăвай», «Вăрмар - Кавал - Нăрлат» автоçулсене юсанă, автобус чарăнмалли 32 павильона сăрланă. Хамăр районта тăрăшса вăй хунипе пĕрлех 60 çынран тăракан туслă коллектив Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне, Çĕрпÿ районĕсенче те асфальтлă çул хывать. Республикăра «2006-2010 çулсенче тата 2025 çулчченхи тапхăрта автомобиль çулĕсене çĕнетесси тата аталантарасси» программа йышăннă.