18 июня 2010 г.
Июнĕн 12-мĕшĕнче Н.Федоров Президент, РФ Шутлав палатин председателĕ С.Степашин, РФ Патшалăх Думин Комитет председателĕ П.Крашенинников хăвăрт утакансен Раççей чемпионатне уçма хутшăннă.
Ăмăртăва Раççейри нумай регионтан 200 яхăн спортсмен килнĕ. Президент республикăра пурăнакансене Раççей кунĕ ячĕпе саламланă. «Сывă пурнăç йĕрки тата спортпа туслă пурăнни - тĕп паха енсем, вĕсене пулах наци çирĕпленсе пырать, экономика тĕлĕшĕнчен конкуренцие хутшăнма пултарать, никам çĕнтерейми пулса тăрать. Сывă ÿт-пÿре сиенлĕ хăнăхусем валли вырăн çук, çапла майпа çеç алкогольпе, наркоманипе, табак туртнипе кĕрешес ыйтусене татса пама пулĕ», - тенĕ Президент.
Спортри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн О.Ивановăна «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа наградăланă.
Хăвăрт утакансенчен чемпионатра Мордва Республикинчи А.Кирдяпкина мала тухнă. Пирĕн командăри Т.Сибилевăпа С.Соловьева иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсем йышăннă. 20 километрлă дистанцире арçынсенчен каллех кÿршĕ республикăри С.Емельянов, Д.Стрелков, А.Рузавин малти вырăнсене тухнă. А.Кирдяпкина чемпионка пекех С.Емельянов Европа чемпионатне хутшăнма путевка çĕнсе илнĕ. Тепĕр кунхине 50 километрлă марафонра çĕнтерсе çак чыса Ю.Андронов тивĕçнĕ. Марафонецсем хушшинче Муркаш районĕнче çуралса ÿснĕ А.Яргунькин бронза медаль çĕнсе илнĕ, пирĕн ентешсенчен хăйсен ушкăнĕсенче А.Архипов, М.Петрова, Н.Охотникова, С.Васильева призерсен шутне кĕнĕ.
Икĕ куна пынă ăмăртура Мордва Республикин пĕрремĕш команди ыттисенчен нумайрах очко пухнă. Малтисен ретĕнчех - Чăваш Республикин, Челябинск облаçĕн, Мускав, Санкт-Петербург хулисен командисем. Чемпионат Европăра Раççей чысне хÿтĕлекенсен татăклă списокне палăртнă. Пирĕн ентешсенчен унта - В.Соколова.