АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçне журналистикăна халалланă

11 июня 2010 г.

Пурнăçне журналистикăна халалланă

Мĕн ачаранах Анисса Белова артистка пулма ĕмĕтленнĕ теççĕ. Анчах çынни шутлать те Турри хăйĕннех тăвать çав. Пур япалана та çулсем иртнĕ хыççăн кăна тĕрĕс хаклама пулать. Анисса Егоровна профессиллĕ артист пулманнипе театр тĕнчи мĕн çухатнă-ши - калама йывăр, журналистика тĕнчи вара тепĕр паллă журналистпа пуянланнă.

1940 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнче çуралнăскер 1965 çулта районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче ĕçлеме пуçлать. Малтанхи вăхăтра корректорта вăй хурать, унтан ял хуçалăх пайне литература сотрудникне куçараççĕ. Пултарулăхне кура ăна татах та пысăкрах ĕç шанса параççĕ - çырусен пайĕн заведующийĕ пулма çирĕплетеççĕ. Хаçата материалсем çырнисĕр пуçне обществăлла корреспондентсемпе, ĕç ялкорсемпе ĕçлемелле, хаçатра пичетленекен критикăлла кашни материал çине предприятисемпе организацисенчен, хуçалăхсенчен хуравсем илмелле.

Çырусен пайĕ «Йĕплĕ шăпăр» рубрикăна çирĕп тытса пынă. Çав вăхăтрах пултаруллă çыравçă калавсемпе очерксем, тĕрленчĕксем, новеллăсем тата ытти материалсем пичетлет. Республикăра тухса тăракан хаçат-журналсенче те кун çути кураççĕ унăн хайлавĕсем, Чăваш радиопа та янăраççĕ.

1976 çулта унăн Мускавра тухса тăракан «Корма» журналта «Дружба» колхоз председателĕ И.Григорьев çинчен çырнă очеркĕ пичетленет.

А.Белова журналистикăри пултарулăхĕпе пĕрлех пĕлĕвне те ÿстерсе пырать. Малтан Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищине вĕренсе пĕтерет. 1976 çулта Чăваш патшалăх университетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет, 6 çул хушши ăс пухать. 1973 çулта А.Беловăна СССР Журналисчĕсен союзĕн членне илеççĕ. Редакцири пуçламăш организаци секретарĕ те пулать. Республикăри журналистсен съездне тăватă хутчен хутшăнать.

Анисса Егоровна паллă журналист, пурнăçра пурне те пулăшма тăрăшакан, обществăра активлă та пултаруллă çын. Тăван район хаçатĕнче 30 çул чунне парса вăй хунă вăл. Район историйĕнче журналистикăна çавăн чухлĕ халалланă пĕртен-пĕр хĕрарăм. Ĕçре ырă тĕслĕх кăтартнăшăн панă Хисеп грамотисемпе ытти наградăсем унăн темĕн чухлех. Унăн кăкăрне «Ĕç ветеранĕ» медаль илем кĕрет.

Анисса Егоровна артиска пулма ĕмĕтленни пирки. Вăл ĕмĕт те пурнăçланнă унăн. Тивĕçлĕ канăва тухсан районти Культурăпа кану центрĕ çумĕнчи халăх театрĕн режиссерĕнче тăрăшнă, хăй те вуншар роле калăпласа сцена çине кăларнă, халĕ те çынсене пултарулăхĕпе савăнтарать. Икĕ ывăлĕпе хĕрĕн çемйисем, 6 мăнукĕ, пĕр мăнукĕн мăнукĕ хăйне те савăнăç кÿреççĕ. Тĕрлеме, çыхма юратаканскер пушă вăхăтра çак ĕçре канăçлăх тупать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика