АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акара - авăн, уявра - савăн

11 июня 2010 г.

Акара - авăн, уявра - савăн

Май уйăхĕн вĕçĕнчех пуçланнă Акатуйсем хыçа юлсах пыраççĕ - чылай ялсенче вĕсем кĕрлесе те иртрĕç, черет район центрĕсене çитрĕ. Чăвашсен авалтан пыракан çурхи уявне июнĕн 5-мĕшĕнче Улатăрпа Вăрнар, Канашпа Муркаш, Шупашкарпа Елчĕк, Пăрачкавпа Тăвай тата пирĕн тăван Вăрмар тăрăхĕ ирттерчĕç.

Программăпа килĕшÿллĕн 1941-45 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине халалланă 57-мĕш Акатуя официаллă майпа 11 сехетре уçма палăртнă пулин те, Вăрмарти тĕп стадионра ирех суту-илÿ киоскĕсем вырнаçтарнă, илĕртÿллĕ кĕвĕ янăрать, минутсерен вăхăта савăнăçлă ирттерме хатĕрленекен çынсен йышĕ хутшăнсах пырать. Ленин урамĕнче ал ĕç ăстисен куравĕ ĕçлет - Пĕчĕк Енккассинчи П.Порфирьев тĕрлĕ карççинккасене кунтах ăсталать, тĕрĕçсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ.

Кĕтнĕ вăхăт çитет, пĕрлештернĕ хор Вăрмар район гимне шăрантарать. Тĕп стадионри сцена çине район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ К.Никитин, унăн çумĕ, ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕ Л.Петров, район пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Г.Тимофеев, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Васильев, А.Разумов депутатсем, хуçалăх ертÿçисем, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем Н.Петров, А.Ульянов, хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ В.Павлов, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн активисчĕсем, ытти хăнасем хăпараççĕ. Чи малтанах уява пухăннисене ЧР Президенчĕн Администрацийĕн ертÿçи В.Тимофеев хăй ячĕпе ырă сăмахсем каларĕ, ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн саламне вуласа пачĕ, патшалăх наградисене пачĕ. Агропромышленноç комплексне аталантарас тĕлĕшпе тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕ Л.Петров, Тав çырăвне «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» АУОн водителĕ Н.Соловьев тивĕçрĕç. Чăваш Республикин Хисеп грамотисене «Шигали» хуçалăхри Н.Долгов, «Арабоси» агрофирмăри А.Васильев трактористсене, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинчи Л.Федорова склад заведующине, «Ямуков Г.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи автопарк заведующине В.Ямукова, «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăри С.Садовников механизатора, «Ялсен 2010 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма социаллă тÿлев илмелли свидетельствăна «Шигали» хуçалăхри Н.Сормулатовăна пачĕ. Çавăн пекех Владимир Владимирович аллинчен ЧР Хула строительствипе обществăлла инфратытăм аталанăвĕн Хисеп грамотине «Вăрмарти электричество сечĕсем» МУП директорĕ В.Павлов, республикăри потребительсен обществин союзĕн канашĕн II степеньлĕ дипломне Р.Николаева, «Чăваш Республикин потребкооперацин ветеранĕ» ят пани çинчен калакан удостоверение А.Яковлева илчĕç.

Унтан Вăрмар çыннисемпе хăнисене район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ К.Никитин саламларĕ. Районăн социаллă пурнăçĕпе, экономика аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Уйрăмах ял хуçалăхĕнчи лару-тăру çинче чарăнса тăчĕ. Пур категориллĕ хуçалăхсене илес пулсассăн, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмпе 14259 гектар çинче акса хăварнă, çĕр улми лаптăкĕ 970 гектар йышăнать - пĕлтĕрхи шайран 4 процент ытларах. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, сĕт сăвасси 1,5 процент, аш-какай туса илесси 9,2 процент ÿснĕ. Агротехника ыйтнă вăхăтра пысăк пахалăхпа «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» АУО, «Арабоси» Агрофирма» тулли мар яваплă общество, «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕ, «Павлов В.Ф.», «Ямуков Г.Н.», «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çурхи ака-суха ĕçĕсене пурнăçланă. Константин Владимирович ĕççи вăхăтĕнче палăрнă хуçалăхсене, тăрăшуллă ĕçченсене Дипломсемпе Грамотăсем, парнесем парса чысларĕ. (Наградăсене тивĕçнисен списокĕпе хаçатăн çывăх номерĕсенче паллаштарăпăр). Çавăн пекех уяв ячĕпе Акатуйăн хисеплĕ хăнисем, Раççей Перекет банкĕпе Ял хуçалăх банкĕн, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн представителĕсем саламласа тивĕçлисене парнесем пачĕç. Уява малалла районти художество пултарулăх коллективĕсен концерчĕ, спорт ăмăртăвĕсем тăсрĕç.

Шашка-шахматла выляса тупăшасси Вăрмарсен юнĕнчех пулмалла пек. Акă Кавалти А.Фомин республикăра чи малтан - 1965 çулта - шашка енĕпе СССР спорт мастерĕн нормине пурнăçланă. Çавăнпах пулĕ чи малтан ăс-тăн вăййисемпе пуçларĕç уява. Çивĕч тупăшура шахмат енĕпе В.Степанов (Сĕве хули) I-мĕш, В.Максимов (Чупай) II-мĕш, Н.Алексеев (Сĕнтĕрвăрри) III-мĕш вырăнсем йышăнчĕç. Кире пуканĕ йăтассипе арçынсем хушшинче А.Агеев (Арапуç) - I-мĕш, Ю.Тимофеев (Чăрăшçырма) - II-мĕш, А.Трофимов (Тушкил) III-мĕш вырăнсене тухрĕç. Хĕрарăмсенчен вара З.Ларионовăна (Хĕрлĕçыр), В.Афанасьевăна (Вăрмар), Л.Петровăна (Пĕчĕк Енккасси) çитекеннисем пулмарĕç. Канат туртассипе мăнçырмасем I-II- вырăнсене никама та памарĕç, виççĕмĕшсем - Энĕшпуçсем. Волойболла выляса вара Тикашсем пĕрремĕшсем, Куславккасем - иккĕмĕшсем, Вăрмарсем виççĕмĕшсем пулчĕç. Кĕске дистанцире (60 метр) чупса арçынсем хушшинче А.Алексеев (Энĕшпуç), хĕрарăмсенчен А.Линга (Чупай) мала тухнă. Чупса пырса аяккарах сикессипе арçынсенчен С.Игнатьев, хĕрарăмсенчен К.Ерастова (Энĕшпуç) пĕрремĕшсем пулнă. Пĕрене çинче михĕсемпе кĕрешсе А.Агапов (Вăрмар) пурне те çĕнтернĕ, михĕсемпе сиксе те арçынсенчен вăлах пĕрремĕш пулнă, хĕрарăмсенчен - Д.Попова (Аслă Чак).

Уявăн спорт мероприятийĕсен чи çÿллĕ шайĕ - кĕрешÿ. 75 килограмм таран таякан кĕрешÿçĕсем хушшинче Вăрмарти А.Иванов мала тухрĕ. Чи йывăр виçеллĕ спортсменсенчен паттăр ятне Маматăшри А.Амаранов çĕнсе илчĕ. Акатуй пынă вăхăтрах велосипедпа шоссе çинче мала тухас енĕпе РСФСР тава тивĕçлĕ тренерне А.Федорова асра тытса Чăваш Республикин тата Вăрмар районĕн чемпионачĕпе мала тухассишĕн ăмăртусем пуçланчĕç. Тупăшăва Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисен, Патăрьел, Çĕмĕрле, Вăрмар районĕсен командисем хутшăнчĕç. Икĕ куна пычĕ вăл, июнĕн 6-мĕшĕнче вĕçленчĕ. Уйрăм спортсменсем хушшинче хăйсен ушкăнĕсенче пирĕн ентешсенчен пĕрремĕш вырăнсене А.Чубуков (Çиçтĕпе), Д.Яковлев (Кивĕ Вĕренер), М.Семенова (Вăрмар), К.Питруков тухнă. Ушкăнпа 10 километр чупса каллех А.Чубуков, 60 километрлă дистанцире Д.Яковлев пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Р.Боредский (Пинер) 80 километрта, К.Питруков 100 километрта ăмăртса иккĕмĕшсем пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика