11 июня 2010 г.
«Вăрмарти çĕвĕ фабрики» акционерсен хупă обществин çул-йĕрĕ хăйне евĕр кăткăс: аталану тапхăрĕ те, йывăр вăхăтсем те пулнă. Анчах епле пулсан та, фабрика ĕçченĕсем шав малаллах ăнтăлаççĕ, производствăна аталантарассипе пур вăй-хăватпа тăрăшаççĕ. 30 çул хушшинче кунта вăй хуракансем мĕн чухлĕ паха йышши изделисем çĕлесе кăларман-ши; Çĕвĕ фабрики туса кăларакан продукцине республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ, кăмăлласа туянаççĕ. Фабрика ĕçченĕсенчен хăшĕ-пĕри предприяти аталанса кайнăранпах ĕçлет. Унăн директорĕ Светлана Николаевна Белоусова кунта 1983 çулта хăйĕн ĕç биографине пуçланă. Малтанах - çĕвĕç, модельер-конструктор, халĕ - директор. Паянхи çитĕнÿсемпе лăпланса лармасть ертÿçĕ, ыранхи çинчен шутлать, малашлăха тинкерет. «Вăрмарти çĕвĕ фабрики» акционерсен хупă обществи 30 çулхи юбилейне пысăк çитĕнÿсемпе кĕтсе илет. Хальхи вăхăтра кунти ăста алăллă ĕçченсем 20 яхăн тĕрлĕ паха продукци туса кăлараççĕ. Кăçалхи 5 уйăхри кăтартусем те курăмлă. Çак вăхăт тĕлне фабрика ĕçченĕсем 4 миллион та 558 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Кунти тавара вара çийĕнчех туянса пĕтереççĕ. Республикăри «Текстиль» фирмăпа пĕрлех Мускаври «Промкомплектация» тулли мар яваплă обществăпа тата ытти суту-илÿ фирмисемпе те тачă çыхăну тытаççĕ. Хальхи вăхăтра кунти çĕвĕçсем ачасем валли хĕлле тăхăнмалли костюм çĕлеççĕ. 4-мĕш бригадăри Т.Алексеева, Л.Петрова, М.Петрова, Ю.Сереброва, Г.Ефремова, М.Егорова çак ĕçе тĕплĕн пурнăçлаççĕ. Вĕсен аллинче ĕç «вĕрсе тăрать» тейĕн. Фабрика уçăлнăранпа вăй хуракансем те пур. В.Алексеева, Ю.Сереброва, В.Васильева çĕвĕçсем, А.Сарапаева технолог, А.Гурьева тĕп бухгалтер, В.Васильева контролер, Р.Иванова, Е.Алексеева, А.Васильева, Г.Петрова, О.Алексеева, Т.Саминова, Н.Мартынова, Г.Васильева, И.Павлова, З.Никитина пĕр ĕçре улшăнмасăр 30 çул тăрăшаççĕ. Вĕсем çамрăксемшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Пĕрлĕхре - вăй. Коллектив туслă пулнăран, фабрика аталанса, тĕрекленсе пырать. Профессиллĕ уява та вĕсем çĕкленÿллĕ кăмăлпа кĕтсе илеççĕ. Эппин хастар та маттур фабрика ĕçченĕсене малашне те пахалăхлă продукцие кăларма ăнăçу сунар.