АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсем парăмла ан ĕçлеччĕр

08 июня 2010 г.

Ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿленине тĕрĕслесси район прокуратурин ĕçĕ-хĕлĕнче тĕп вырăнсенчен пĕри пулса тăрать. Çавăнпа та çак енĕпе предприятисемпе организацисенче тăтăшах тĕрĕслÿсем ирттеретпĕр. Акă «Вăрмарти «Сельхозэнерго» предприяти» тулли мар яваплă обществăра ирттернĕ тĕрĕслÿ кунта ĕçлекен 5 çын умĕнче обществăн 99477 тенкĕлĕх парăм пуррине тупса палăртнă. Вăл 4 уйăх хушшинче пухăнса пынă. Унăн сăлтавĕ - электромонтаж ĕçĕсене пурнăçланăшăн муниципаллă заказчиксем укçа-тенкĕне вăхăтра çителĕклĕ куçарманнинче. Майăн 5-мĕшĕ тĕлне вара муниципаллă учрежденисен общество умĕнчи парăмĕ 117367 тенкĕпе танлашнă. Ĕçлев законодательствине пăснă пирки район прокуратури Вăрмар районĕнчи пĕрремĕш суд участокĕн миравай судйи патне асăннă обществăна 99477 тенкĕлĕх парăма шыраса илес телĕшпе суд приказĕ илме 5 заявлени тăратнă. Общество руководителĕ пирки Раççей Федерацийĕн административлă йĕркесене пăсни çинчен калакан кодексăн 5.27 стайин 1 пайĕпе ĕç пуçарнă, ăна пăхса тухма Чăваш Республикинчи патшалăхăн ĕçлев инспекцине ярса панă. Унсăр пуçне руководителе представлени тăратнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика