08 июня 2010 г.
Хĕрлĕçыр районта вăтам ялсенчен пĕри. 200 ытла хуçалăхра 400 çын ытла пурăнать. Ял халăхне çул çÿрев ыйтăвĕ чăннипех те шухăшлаттарнă. Ара, Тикаш ял пуçĕнчи автобус чарăнакан вырăна çитме 6 çухрăм утмалла. Çамрăксемшĕн нимех те мар ку темелле. Ватă çынсемпе ветерансемшĕн унта çитме чĕр нуша. Çил-тăманлă е çумăрлă çанталăкра пушшех те. Виçĕ çул каялла, Тикаш ял хĕррипе машинăпа трактор паркĕ патне çити асфальт сарсан, утмалли çул кăштах кĕскелчĕ. Анчах та парк патне ялтан çав-çавах çуран утма лекет.
Район администрацийĕ тăрăшнипе Теветей праçникĕ тĕлне Хĕрлĕçырсем патне ырă хыпар çитрĕ. Июнĕн 3-мĕшĕнчен Хĕрлĕçыра автобус маршручĕ уçăлчĕ.
Пĕрремĕш пассажирсене Ю.Васильев водительпе А.Васильева кондуктор туххăмрах район центрне илсе çитерчĕç.
- Хĕрлĕçырсен ĕмĕчĕ тинех пурнăçланчĕ. Теветей праçникĕ тĕлне автобус маршручĕ уçăлни пуриншĕн те пысăк савăнăç, - хавхаланса каласа парать Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Алексеевич Черкасов.