28 мая 2010 г.
Пур коллективра та ыттисем хушшинче палăрса тăракан пултаруллă çынсем пулаççĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне те класра вĕренÿ отличникĕсем пур.
Пысăк Енккассинчи вăтам шкул 11 класра вĕренекен пур енĕпе те пултаруллă чипер хĕрпе Татьянăпа чăннипех мухтанма пултарать. Шкулта, районта, республикăра иртекен пур мероприятисенче кăтартма пултарать хăйне. Кĕçĕн Чак ялĕнче çуралса ÿснĕскер 10 класранпа Пысăк Енккассинче ăс пухать. Кăçал ял хуçалăх академийĕ физика предмечĕпе ирттернĕ олимпиадăра республикăра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарнă вăл. Çавăн пекех вырăс литературипе республика шайĕнче иртнĕ олимпиадăра 3-мĕш вырăна тухнă. Районта 9 олимпиадăра хутшăнса çиччĕшĕнче призлă вырăнсем йышăннă. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче çулталăк вĕренекенĕ конкурсра хутшăнса «Вĕренме ăнтăлнăшăн» номинацире çĕнтернĕ вăл. Пĕтĕм предметпа чи лайăх паллăсемпе вĕренет. Çапах та Таньăн хăйĕн чунне çывăххисем - математика тата общество. Шкулта 9-11 класс ачисенчен «Пĕтĕмпе лайăх» КВН команди йĕркеленĕ. Çак команда Шупашкарта иртнĕ ăмăртура студентсен командисем хушшинче хутшăнса çурма финала тухнă. Таня унта та хастарлăх кăтартать. Çавăнпа пĕрлех вăл спортсменка та, анчах ăмăртусене хутшăнма вăхăт юлмасть унăн. 10 класра вĕренекен шăллĕ Владимир та спортсмен, вĕренÿре те лайăх паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать.
Çапла, маттур ачасем çитĕнеççĕ Степановсен çемйинче. Вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех Таньăшăн хĕрÿ тапхăр. Халĕ вара тата та яваплăрах вăхăт - экзаменсем. Шкул пĕтернĕ хыççăн вăл Хусанти юридици университечĕн студенчĕ пулса тăрасшăн. Çитес çул чăннипех те мухтава тивĕçлĕ хĕр ЧР Президенчĕн стипендиачĕсен шутне кĕрессе шанатпăр.