28 мая 2010 г.
Çĕр çинче этем пĕр-пĕринпе калаçса ăнланма пуçланăранпа, ал ĕçĕсем тума тытăннăранпах хăй мĕн курнине, мĕн шухăшланине, мĕн малалла пулассине сиснине, ĕмĕтленнине ытти çынсене, пулас ăрăва пĕлтерме майсем шыранă. Ăруран ăрăва сăмахпа каласа хăварнă пĕлтерÿсем нумай сыхланса юлайман, манăçа тухнă.
Кирилпа Мефодий сас паллисем (алфавит) шутласа кăларнă хыççăн пĕр-пĕрне çырса пĕлтересси чылай çăмăлланнă. Кĕнекери пуянлăхпа усă курма пĕлсессĕн, тимлĕ вулама вĕренсессĕн, пурнăçра пурăнма чылай çăмăл пулассине ăнланнă.
Калăпăр, французсен паллă çыравçи Жюль Верн фантаст хăйĕн библиотекинчен тухмасăр унти кĕнекесене вуласах тĕнчипе паллă çыравçă пулса тăнă. Кĕнеке çырнă чухне мĕн кăна пĕлмелле мар. Хăш вырăнта мĕнле халăх пурăнать, вĕсем мĕн тăхăнаççĕ, çиеççĕ, йăли йĕркисем...
Хамăрăн чăваш кĕнекисене илетпĕр. Манăн кукаçи каланă тăрăх пирĕн паллă çыравçă Н.Мраньккан «Ĕмĕр сакки сарлака» кĕнеки хăйĕн илемĕпе нимĕн чухлĕ те М.Шолохов кĕнекисенчен уйрăлса тăмасть. Л.Агаковăн «Юманлăхра çапла пулнă» кĕнеки мĕне тăрать.
Пирĕн ăру, паллах, ытларах телевизор пăхать, компьютерпа кăсăкланать. Анчах кĕнекесĕр нихăçан та пурнăç пулмĕ. Кĕнеке ĕмĕрне те пĕтмĕ.
Энĕшпуç ялĕ.