АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл чăннипех ырă ята тивĕçлĕ

28 мая 2010 г.

Пуриншĕн те паллă ĕнтĕ, пурнăçра чи хакли, чи пахи - чун пуянлăхĕ. Ырă та пуян чунлă çынсем кăна вĕрентекен пулма пултараççĕ. Шăпах та çакăн пек пуян опытлă вĕрентекенпе эпир ялти библиотекăра тĕл пулу каçĕ ирттертĕмĕр. Пирĕн патăрта хăнара Саруйĕнчи пуçламăш шкул учителĕ О.Леонтьева, унта вĕренекенсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсем пулчĕç.

Малтанах вĕрентекен хăй йывăр вăхăтра çуралнă пулсан та вĕренме майсем тупса, вĕрентсе кăларнăшăн амăшне тав турĕ, ачасене те йывăрлăхсенчен хăрамасăр малалла талпăнма, лайăх малашлăха ĕненсе анчах утма сĕнсе хăварчĕ. Хăйĕн иртнĕ пурнăçĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Тĕплĕнрех вара амăшĕ çинчен ачисем - Ленăпа Саша - каласа кăтартрĕç. Упăшки ку тĕнчерен ир уйрăлса кайнине пула виçĕ ачине те пĕччен ура çине тăратнă, вĕрентсе пурнăçăн аслă çулĕ çине кăларнă.

47 çул Ольга Леонтьевна пĕчĕк шăпăрлансене вулама, шутлама, тăван чĕлхене, атте-аннене тата çуралнă çĕршыва юратма вĕрентет.

1-мĕш класра вĕренекенсем юратнă вĕрентекене сăвă парнелерĕç, пĕчĕк çеç пулсан та хумхануллăн, чуна пырса тивмелле вуларĕç. Уйрăмах Ю.Кузьмин, К.Сергеева, А.Васильев вуланă сăвă йĕркисем пухăннисен чунĕсене хускатрĕç.

- Вăхăт чылай иртнĕ пулин те, пире шкулта ăс-тăн панă вĕрентекенсем пĕрин хыççăн тепри куç умне тухаççĕ паян. Вĕсенчен пĕри вăл сирĕн умра тăракан, сирĕн юратнă вĕрентекен - Ольга Леонтьевна, - терĕ 60 çулхи пенсионерка Валентина Александровна. Ачасем тимлĕн те тĕлĕнсе итлесе ларчĕç. 1-мĕш класра вĕренекен мăнукĕ Артем вара, асламăшĕ те çамрăк пулнинчен, ăна та Ольга Леонтьевна вĕрентнинчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ.

Урнарти вăтам шкулта чăваш чĕлхине вĕрентекен Р.Алексеева ватă вĕрентекенĕн нумай ырă енĕсене палăртса, шкул коллективĕ ячĕпе ăнăçу сунса хăварчĕ. Ачасен ашшĕ-амăшĕсем те вĕрентекенĕн ĕçĕпе кăмăллине палăртса хăварчĕç.

«Учитель пурнăçĕнчи виçĕ кун» сценкăна Л.Иванова кăмăла хускатмалла выляса кăтартнă хыççăн пухăннисем Вĕрентекен çулталăкне халалланă литература куравĕпе тата «Урнар шкулĕ - сăн ÿкерчĕксенче» ятлă фотокуравсемпе паллашрĕç, шкулти ырă та шавлă вăхăтсене аса илчĕç. Кунта нумай çул хушши ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă, Урнар, Саруй ялĕсенче пурăнакан Н.Краснова, Л.Платонова, Л.Иванова, Д.Никифорова, Р.Краснова, Е.Никонорова, А.Иванова тата ютран кунта килсе ĕçленĕ ытти вĕрентекенсене ырăпа аса илчĕç, тав сăмахĕ каларĕç, нумай çул пурăнма сывлăх сунчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика