28 мая 2010 г.
Май уйăхĕн вĕçĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе хăш-пĕр ялсенче ял, престол уявĕсем, Акатуйсем иртрĕç. Вĕсем районти Акатуй умĕнхи хăйне евĕр кăтартуллă репетицисем пулчĕç тесен те йăнăш пулмĕ.
Чупай ялĕ. Кашни çулах çимĕк кунĕ умĕн Чупай ял тăрăхĕнче ял уявĕ иртет. Акă ку хутĕнче те шкул стадионне халăх йышлă пухăнчĕ. Темиçе çул тăван яла килмен çынсем пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçрĕç, уявра савăнчĕç. Килнĕ хăнасене, ял халăхне чи малтанах Чупай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Е.Вавилова уяв ячĕпе саламларĕ, ĕçре çитĕнÿсем, çирĕп сывлăх сунчĕ. Ялăн социаллă аталанăвĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.
«Чăваш Республикинче ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласси çинчен» Указа пурнăçласа кăçал пирĕн ял тăрăхĕ çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Унпа килĕшÿллĕн ялти культура çуртне, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула, фельдшерпа акушер пунктне çĕнетессипе ĕçлеме палăртнă. «Чăваш Республикинчи çĕнĕ урамсене (ялсене) васкавлăн электрификацилесси çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн Чупайĕнчи Школьная, Патти ялĕнчи Молодежная урамсене электрификацилес ĕçе пуçăнатпăр. Асăннă ялсене тирпей-илем, хăтлăх кĕртессипе те кăçал чылай ĕçсем туса ирттертĕмĕр. Урамсенче, çырма-çатрасенче, масарсенче пĕтĕмпех йĕрке кĕртрĕмĕр. Пурнăçламалли ĕçсем татах та чылай. Пурте пĕрле кар тăрса ĕçлесен ял та хуларинчен кая пулмĕ», - терĕ Е.Вавилова.
Уяв программи спорт вăййисемпе пуян пулчĕ.Кунта 100 метр чупасси, эстафета тупăшăвĕ çивĕч иртрĕ. Чупай, Çĕнĕ Мăнтăр, Патти ялĕсенчи çамрăксем активлă хутшăнчĕç. Аслă ăрурисемпе çамрăксем хушшинче футбол вăййи те хăйне евĕрлĕ интереслĕ иртрĕ. Çĕнтерÿçĕсене Чупай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Е.Вавилова Хисеп грамотисем, спонсорсем укçан парса чысларĕç. Палăртма кăмăллă: ял уявне йĕркелеме пулăшаканĕсенчен пĕри - çак ялта çуралса ÿснĕ, Мускав хулинче ĕçлесе пурăнакан А.Тимофеев. Пĕтĕмĕшле каласан, ял халăхĕ пур кăмăлтан савăнчĕ уявра, малашне те кун пек мероприятисем ирттерме каларĕ.
В. Леонтьева,
библиотека заведующийĕ.
Кивĕ Вăрмар. Енчен те районта 57-мĕш Акатуй ирттерме палăртаççĕ пулсассăн, Кивĕ Вăрмарсем кунти сад пахчи çумĕнчи лапам халăха савăнма миçемĕш хут пуçтарнине шутласа пыман, анчах çакă унăн пĕлтерĕшне пĕрре те чакармасть. «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики (халĕ акционерсен уçă обществи) Вăрмар тăрăхĕнче кăна мар, республикипе те малтисен шутĕнче пулнă май, кунти ĕçченсене чаплă кунпа чыслама сумлă çынсем пуçтарăнаççĕ. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Уяв вырăнĕн «хĕрлĕ кĕтесĕнчи» микрофон умне район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ К.Никитин, унăн заместителĕ - райадминистрацин ял хуçалăхĕ, экологи, çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕ Л.Петров, ЧР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ С.Павлов, «Павлов В.Ф.» хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ В.Павлов пычĕç.
Уява пухăннисене ăшшăн саламласа унăн генеральнăй директорĕ Н.Петров уçрĕ.
- Хуçалăхра кăçал пĕрчĕллĕ культурăсем нихçанхинчен те нумайрах лаптăк - 1913 гектар - йышăнаççĕ. Çăмăлах пулмарĕ пулин те, ака ĕçне эпир палăртнă пекех вăхăтра вĕçлерĕмĕр. Ку пĕтĕмпех хамăрăн йышлă та туслă коллектив тăрăшуллă пулнинчен килчĕ, - терĕ вăл.
Унсăр пуçне общество ĕçченĕсем ытти енĕпе те тухăçлă ĕçленĕ. Акă кăçалхи 4 уйăхра аш-какай туса илесси пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 143,7 процент, сĕт суса илесси 134 процент ÿснĕ. Ытти çитĕнÿсем те курăмлă. Николай Петрович ĕçре палăрнисене Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем, укçан преми парса чысларĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ К.Никитин «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществин ĕçĕ-хĕлне республикăра кăна мар, Раççейре те пĕлнине палăртрĕ. Çакăн пек ÿсĕмсен çулĕпе малашне те утмалла пултăр тесе сунчĕ, А.Клементьев, Н.Петров трактористсене район администрацийĕн грамотисемпе наградăларĕ, инкубаци цехĕн операторне Т.Кириллована Тав сăмахĕ каларĕ.
ЧР Ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Павлов та уява пушă алăпа килмен. М.Желтухина чăх-чĕп пăхакана РФ Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне, тĕп ветеринари врачне Л.Маркелована, инкубаци цехĕн заведующине Т.Васильевана республикăри çак ведомствăн Хисеп грамотисене пачĕ. Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Л.Петров «Чăвашэнергосбыт компанийĕ» АУО ячĕпе «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» АУО «Чăваш Енĕн ылтăн тĕревĕ» конкурса хутшăнса пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленĕшĕн Николай Петровича Диплом пачĕ. Çавăн пекех пухăннисене В.Павлов фермер саламларĕ.
Уява чăваш эстрада юрăçисен савăнăçлă концерчĕ тăсрĕ. Тĕрлĕ енлĕ спорт вăййисем халăха уйрăмах тыткăнларĕç. Кашни кăмăл тăваканах тĕрлĕ ăмăртусенче хăйĕн вăйне виçсе пăхма пултарчĕ. Анчах çĕнтерÿçĕ ятне чи пултаруллисем тивĕçрĕç.
Лаша чуптарса ял çамрăкĕ С.Павлов мала тухрĕ. Турник çинче туртăнассипе çамрăксенчен С.Соловьева (Кивĕ Вăрмар), аслисенчен В.Данилова (Кĕлкеш) çитекеннисем пулмарĕç. Çÿллĕ кашта çине Э.Владимиров (Кавал) пуринчен те хăвăрт хăпарчĕ. Пĕрене çинче михĕпе çапăçса А.Григорьев (Кивĕ Вăрмар) çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Арçынсем хушшинче алă вăйĕ виçессипе А.Иванов (Вăрмар поселокĕ) чи маттурри пулчĕ. Хĕрарăмсенчен - Н.Эверскова (Кивĕ Вăрмар). Кире пуканĕ йăтассипе те ăна çитекен пулмарĕ. Арçынсенчен вара ку енĕпе А.Каланов (Кивĕ Вĕренер) палăрчĕ. Наци кĕрешĕвĕ уявăн илемĕ пулса тăчĕ. Çивĕч тупăшура А.Алексеев (Кивĕ Вăрмар) Акатуй паттăрĕ ята тивĕçрĕ, Э.Владимировпа (Кавал) Ю.Журавлев (Кивĕ Вĕренер) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.
Пĕр сăмахпа каласан хаваслă та асра юлмалла иртрĕ уяв.
Чулкас ялĕ. Çветуй Троица кунне Чулкасра ял уявĕ кĕрлерĕ. Шкул çумĕнчи стадиона çав кун халăх йышлăн утрĕ, çумăр та вĕсен кăмăлне хуçмарĕ. Савăнăçлă уява Чулкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Сергеев уçрĕ, сăмах каларĕ. Ял халăхне, килнĕ хăнасене Çветуй Троица кунĕпе, ял уявĕпе саламларĕ, ырлăх-сывлăх сунчĕ. Райадминистрацин ĕçĕсен управляющийĕ - организациллĕ ĕçсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов районта çурхи ака ĕçĕсем вĕçленни, çавна май ял уявĕсем пуçланни, ăна вырăнти пур халăх та савăнăçлăн кĕтсе илни çинчен каларĕ, пурне те савăк кăмăл, ĕçре çитĕнÿсем сунчĕ. Ун хыççăн савăнăçлă концерт пуçланчĕ. Уява Чулкасри Культура çурчĕ çумĕнчи ташă ушкăнĕ (ертсе пыраканĕ К.Максимова) уçрĕ. Унтан сцена çине чăваш эстрада çăлтăрĕсем С.Павлов, А. Московский, Татьяна хăпарчĕç. Вĕсем хăйсен илемлĕ юррисемпе халăха чылайччен тыткăнларĕç. Чăваш эстрадин пулас çăлтăрĕ К.Афанасьева та вĕсенчен юлмарĕ, унăн илемлĕ сасси Чулкас ялĕ тăрăх шăпчăк сасси пек шăранчĕ. Çакна палăртмалла: Кира республикăри «Мехел» конкурсăн лауреачĕ. Çавăн пекех регионсем хушшинчи «Талантлă çăлтăрчăксем - 2010» конкурсра та дипломант ятне тивĕçнĕ вăл. Çакăн пек пултаруллă хĕрача пирĕн ял мăнукĕ пулнăшăн эпир савăнатпăр, ăна малашне те ăнăçусем сунатпăр.
Уяв программи вăйăсемсĕр пулмасть паллах. Тĕрлĕ вăйăсем выляса «Эпĕ тата манăн тĕнче» çул çитмен ачасен клубĕн членĕсем пысăк активлăх кăтартрĕç, икĕ команда хушшинче вара туслăх çĕнтерчĕ.
Спорт вăййисенче те интереслĕ самантсем сахал мар пулчĕç. Канат туртасси, турник çинче туртăнасси, кĕрешесси тата ытти вăйăсем куракансене самаях илĕртрĕç. Турник çинче туртăнассипе Н.Данилов (Кĕлкеш ялĕ) малти вырăна тухрĕ. Кире пуканĕ йăтассипе Л.Уливанов çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Наци кĕрешĕвĕнче шкул ачисенчен А.Михайлов çĕнтерчĕ.
Уяв савăнăçлă дискотекăпа тата фейерверкпа вĕçленчĕ.
Н. Владимирова,
библиотека заведующийĕ.
Арапуç. Майăн 22-мĕшĕнче Арапуç ялĕнче Микула тата Акатуй ĕçпе юрă тата спорт уявĕсем иртнĕ. Чи малтанах çак ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Иванов пурне те уяв ячĕпе саламланă, ял халăхĕ тухăçлă ĕçленине палăртнă. Унтан райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов та ял çыннисене, килнĕ хăнасене уявсемпе саламланă, районăн социаллă экономикăллă аталанăвĕпе, çурхи ака-суха ĕçĕсемпе паллаштарнă. Арапуçĕнчи Культурăпа кану центрĕн пултарулăх коллективĕ тата хореографи ушкăнĕ концерт лартса панă.
Энĕшпуç. Энĕшпуç ялĕ хăйĕн 285 çулхи юбилейне паллă турĕ. Уява уçаканĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов пулчĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе хăнасем, ялтан тухнă паллă çынсем сăмах каланă. Энĕшпуç ялĕн историне тĕпченĕшĕн, çамрăксене патриотла воспитани парассипе ĕçленĕшĕн Иван Васильевич Крикова «Энĕшпуç ялĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят панă. Халăха савăнтарма Шупашкартан В.Петров тата виçĕ пĕртăван юрăçсем Степановасем килнĕ.