28 мая 2010 г.
Майăн 24-мĕшĕнче ЧР Президенчĕ Н.Федоров «Патшалăхпа уйрăм çынсен ĕçтешлĕхне аталантармалли тата Чăваш Республикинче тарифсене йĕркелемелли тытăма лайăхлатмалли мерăсем çинчен» Указа алă пуснă. Вăл халăха паха коммуналлă тата социаллă пулăшу ĕçĕсемпе усă курма май парса бюджетăн пĕчĕк тăкакĕсене уйăрсах районсемпе хуласен муниципалитет округĕсене коммуналлă инфратытăмпа тата инженери инфратытăмĕпе тивĕçтерессин шайне çĕклеме, муниципалитет предприятийĕсем коммуналлă комплекса юсассипе тата реконструкцилессипе çыхăннă ĕçсене системăсăр пурнăçланипе çыхăннă çивĕч ыйтусене татса пама, çавна май коммуналлă отрасльти асăннă çитменлĕхсемпе сăлтавланакан технологи çухатăвĕсенчен, нормăран пысăкрахскерсенчен, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсен сăлтавсăр ÿсĕмĕнчен сыхланма май парать.
Указра республикăн ăшăпа, шывпа тивĕçтерессипе, йăлари хытă каяшсене тирпейлессипе çыхăннă сферăсенче патшалăхпа уйрăм çынсен ĕçтешлĕхĕн никĕсĕ çинче коммуналлă инфратытăм тата инженери инфратытăмĕн объекчĕсене тумалли тата çĕнетмелли инвестици проекчĕсене пурнăçламалли программине хатĕрлеме, çавăн пекех республикăн отрасльсен тĕллевлĕ программисенчен хăшĕсем пĕлтерĕшлĕреххине палăртнă. Указа пурнăçлани федерацин, уйрăм çынсен инвестицийĕсене 2 млрд тенкĕ таран илсе килме, инфратытăм проекчĕсене пурнăçланă чух Чăваш Республикин бюджечĕ çине лекекен финанс тиевне икĕ-тăватă хут пĕчĕклетме, хăрушлăха шайлаштарма, яваплăха уçăмлăн пайлама, регионăн пĕтĕмĕшле продукчĕ валли каякан энерги калăпăшне 3-5 процент пĕчĕклетме, уйрăм çынсен пуçарулăхне аталантарма май парать.