25 мая 2010 г.
Алкоголь кашни çын пурнăçĕнчех епле те пулин вырăн йышăнать. Пĕри уявсенче кăна ĕçет, тепри канмалли кунсене эрехпе ирттерет, виççĕмĕш яланах алхасать унпа.
Йăлана кĕнĕ ĕнтĕ - пĕр пулăм та тĕрлĕ эрех-сăрасăр иртмест. Туй, çуралнă кун, виле пытарни, Çĕнĕ Çул кĕтсе илесси тата ытти те. Хăш-пĕр çынсемшĕн календарьти çак датăсенчен пĕринче те эрех черккисĕр, кĕленчисĕр май килмест. Шуррине эпир хăватлă эрех шутне кĕртетпĕр, сăрана е хĕрлине ĕçмелли пылак шыв вырăннех хуратпăр, усă та парать вăл пирĕн шутпа. Вăтанакан çыншăн пĕрер черкке вара - чăн-чăн çăлăнăç пулса тăрать. Кун хыççăн вăл шÿтлеме, хĕрÿллĕ калаçма пуçлать. Эрех ĕçсен çак механизма хăнăхнă эпир: ĕçрĕмĕр, кăмăл савăкланать, питĕ лайăх пулса каять, унтан эпир ывăннине туятпăр, çывăрас килсе каять. Этанол вара хăйĕннех тăвать, нерв тата чĕрепе сосуд системисене пĕтерет. Кашни канмалли кун пĕрер кĕленче сăра ĕçни пуç мимине типĕтет, мышцăсене, сосудсенчи тромбсене, пÿресене, пĕвере хавшатать, потенци чакать, диабет патне илсе çитерет. Çамрăксем ытла та туслă çак шĕвекпе. 15-20 çултисем ура çинче те çирĕп тăмаççĕ, нерв системи те йĕркеленсе çитеймен. Çавăнпа вĕсене черетлĕ алкоголь дози хыççăн тÿрленсе çитме те йывăр. Çамрăклах çак усала хăнăхса ÿсекенсен ачисем те эрехпе туслашас хăрушлăх пур. Çул çитмен ачасене алкогольпе иртĕхесрен уйрăмах сыхламалла.