25 мая 2010 г.
Çынна çăкăр кăна мар, чун-чĕре апачĕ те кирлĕ. Паян библиотекăсем çÿллĕ пусăма çĕкленчĕç. Ĕлĕкхи хĕсĕк, тĕксĕм кĕнеке пÿлĕмĕсем вырăнне хăтлă, çутă, чуна илĕртекен библиотекăсем илĕртеççĕ вулакансене. Вĕсенче аслă, ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ специалистсем ĕçлеççĕ.
Халăхăн информаципе ăс-хакăл ыйтăвĕсене тивĕçтерес тĕлĕшпе поселокра тата ял тăрăхĕсенче пурĕ 21 библиотека. Пурте вĕсем - паянхи кун шайĕнчи компьютерлă вулавăшсем. Библиотекăпа усă куракан пин-пин кĕнекесемсĕр пуçне, компьютерпа усă курса электронлă изданисем вулама, интернетра «çÿреме» пулать. Телевизор, видеомагнитофон тата ытти тĕрлĕ оргтехника та кирлĕ таран вулакан кăмăлне тивĕçтерессе шанатпăр. Вулакансен тавра курăмне аталантарас, пушă вăхăта усăллă ирттерес тесе библиотекарьсем кăсăклă мероприятисем ирттерме тăрăшаççĕ. Кунсăр пуçне çынсем хăйсен кăмăл туртăмне шута илсе йĕркеленĕ тĕрлĕ пĕрлешÿсене çÿреççĕ.
Администраципе профсоюз комитечĕ библиотека ĕçченĕсен ĕçне, канăвне коллективлă договорпа килĕшÿллĕн йĕркелесе пыраççĕ. Кашни çулах хамăрăн профессиллĕ уява - Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунне - эпир анлăн паллă тăватпăр. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе палăрнăшăн тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе наградăлатпăр. Çулталăкри ĕçе пĕтĕмлетсе ĕçре малти учрежденисене «Чи лайăх библиотека» ят парса куçса çÿрекен кубокпа чыслатпăр. Вĕсен йышăнче Чупай, Урнар, Пысăк Енккасси, Шăплат ял библиотекисем.
Библиотекарьсем ĕçре те, канура та хастар - концерт-спектакльсене те хутшăнаççĕ, тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче те тупăшаççĕ, пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашма та вăхăт çитерсе Елчĕкри, Шăмăршăри тĕп тата ял библиотекисене çитсе курнă. Çавăн пекех хамăр района та Элĕк, Етĕрне, Тăвай районĕсенчи библиотекарьсем килсе курчĕç.