АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Асăрханăр: ачасем!» операци

25 мая 2010 г.

Çуллахи тапхăр пуçланнă май, майăн 17- мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 13-мĕшĕччен районта «Асăрханăр: ачасем!» операци иртет. Унăн тĕллевĕ - ачасемпе шкулта вĕренекенсене тимлĕхе ÿстерме хăнăхтарасси, çул çинчи хăрушсăрлăха пăхăнма вĕрентесси. Вĕренÿ çулĕ вĕçленсессĕнех ачасем - ирĕклĕхе туйнăран-ши - çул çинчи асăрханулăха çухатаççĕ, çавна май çул çинче пулакан инкексен йышĕ ÿсет. Çак вăхăтра ачасене транспорт хатĕрĕсем çÿрекен автомобиль çулĕсем урлă е утса пынă чухне асăрхануллă пулмалли çинчен чи малтанах ашшĕ-амăшĕсен вĕрентмелле, çулсем çинче хăйсене мĕнле тыткаламаллине, асăрхануллă пулмаллине лайăх ăнлантарса памалла. Автомототранспорт хатĕрĕсен водителĕсен те çуран çынсемпе, ачасем уйрăмах тимлĕ пулмалла, вĕсене çулпа транспорт инкекĕнчен асăрхаттарма тăрăшмалла. Граждансем! Çулсем çинче асăрхануллă пулăр, тимлĕхе ÿстерĕр!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика