АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Росгосстрах - халăх шанакан компани

25 мая 2010 г.

Росгосстрах - халăх шанакан компани

Тупах ялĕнче пурăнакан, тивĕçлĕ канăва тухнă Валентина Михайловна Филиппован календарĕнче мартăн 11-мĕш кунне хĕрлĕ сăрăпа палăртнă. Мĕншĕн тетĕр-и? Сăлтавĕ акă мĕнре: çак кун унăн çурт-йĕршĕн страхланă полисĕн кунĕ вĕçленет иккен. «Пирĕн ялти Р.Федорова страхлакан агент кашни клиентăн полисĕ хăш вăхăтра тухнине пĕлсе тăрать. Çавна май вăл полиса тепĕр çулччен тăсма килех килет. Çакă вара маншăн питĕ меллĕ», - каласа парать В.Филиппова.

- Килĕшÿ тума тата уншăн тÿлеме сире ачасем пулăшаççĕ пулĕ?

Çурт-йĕр, шалта тунă ĕçсем мĕн хака кайса ларма пултарине шутлама эпĕ ывăлăма чĕнсе илнĕччĕ. Пĕрле кирлĕ документсене пуçтартăмăр, пăхса тухрăмăр. Халĕ вара çурт-йĕре страхлас енĕпе агентпа килĕшÿ тума хам та пултаратăп. Укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен пĕр чăрмав та çук. Пенси çителĕклех параççĕ. Çурт-йĕре, пурлăха страхланăшăн кăçал эпĕ 720 тенкĕ кăна тÿлерĕм. «Сыхланакана Турă сыхлать», - текен ваттисен сăмахне эпĕ ăша хывса пурăнатăп. Ачасен хăйсен татса памалли ыйтусем нумай темелле. Ачисене пăхмалла, хваттер ыйтăвĕсене татса памалла.

- Эпĕ ăнланнă тăрăх, çурт-йĕре, пурлăха страхласси сирĕншĕн пысăк вырăн йышăнать. Çавăнпа календарьте те страхлама вăхăт çитнĕ куна хĕрлĕ сăрăпа паллă тунă эсир.

Кам мĕнле шутлать, анчах эпĕ чылай çул ялта пурăннă май, пирĕн тăрăхра пушар тухнă тĕслĕхсем сахал мар пулнă. Хамăр та кăçал пушар тухнипе пысăк инкек тÿсрĕмĕр. Çĕнерен çурт-йĕр хăпартса лартма вара пĕрре те çăмăл мар. Çавăнпа та вăхăтра страхланинчен ырри нимĕн те çук. Страховка укçине 10 кун хушшинче илтĕмĕр. Çакăншăн эпĕ Вăрмарти страхлакан уйрăма чĕререн тав тăватăп. Малашне те унпа тачă çыхăну тытăп.

- «Росгосстрах» компанин Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти страхлакан уйрăмĕпе эсир чылайранпа туслă-и?

Тĕрĕссипе каласан, эпĕ ку уйрăма чылайранпа шанатăп. Кашни çул кунта страхланă май, çăмăллăхсемпе те усă курма май пур. Пирĕн ялта пурăнакансенчен ытларахăшĕ Росгосстрах компанине шанаççĕ.

Çакăн пек калаçу пулса иртрĕ пирĕн Тупах ялĕнче пурăнакан Валентина Михайловна Филипповапа. Пирĕн калаçăва пĕтĕмлетсе «Росгосстрах» компанин Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти страхлакан уйрăмĕн начальникĕ И.Алексеева çакна пĕлтерчĕ: «Аслă ăрурисем çурт-йĕре, пурлăха страхлас ыйтăва тĕплĕн тишкереççĕ. Пуян çынсем çеç страхлаççĕ тени вара тĕрĕс мар. Ытларах чухне пирĕн уйрăма çурт-йĕре, пурлăха страхлама вăтам шайра пурăнакансем килеççĕ. Районĕпе илес пулсан, пурте тенĕ пекех пирĕн патăрта страхлаççĕ. Районта пушарсем пулни, çурт-йĕр кĕлленни пуриншĕн те хăрушă пулăм. Типĕ курăка çунтарнине е электропровода юсавсăррине тата ытти тĕрлĕ сăлтавсене пула кил-çуртсене хыпса илни çинчен телевиденипе тата радиопа час-часах пĕлтерсех тăраççĕ. Çаксем пысăк инкек патне илсе çитерме пултараççĕ. Кунта кил хуçин çурт-йĕрĕ, хуралтисем çунса кайнисĕр пуçне кÿршĕн те пысăк инкек пулас хăрушлăх пысăк. Çÿлерех асăннă Валентина Михайловна Филиппова пирки те çакнах каламалла. Эпир кĕске вăхăтра кирлĕ документсем хатĕрлесе ăна страховка укçи вăхăтра тÿлерĕмĕр. Кăçалхи 2 уйăхра пушарта кĕлленнĕ кил-çуртсемшĕн пирĕн патĕнче страхланă 7 çынна страховка укçи вăхăтра патăмăр. Çурт-йĕре, пурлăха страхланисем пурте страховка укçи илчĕç. Страхламаннисем вара, шел те, нимсĕр юлчĕç. Инкек куçа курăнса килмест. Çавăнпа та укçа-тенкĕ шеллемесĕр çурт-йĕре, пурлăха страхлама ыйтатăп».

- Страховани полисĕ мĕнле инкек-синкекрен хÿтĕлет?

Страховани полисĕ сирĕн пурлăха пушартан, шыв илесрен, автотранспорт таптаса каясран, йывăç ÿкесрен, çут çанталăкăн киревсĕр пулăмĕсенчен, çаратасран, вăрласран тата ытти пулăмсенчен те хÿтĕлет. Акă кăçал Çĕнĕ Шулханта пурăнакан А.Кудряшов çурчĕн тулаш енчен капăрлатнине вăйлă çил-тăвăл хăпартса илнĕ. Эпир ăна страховка укçине пĕр эрне хушшинче тÿлесе татрăмăр. Çакăншăн вăл пирĕн страхлакан уйрăма тав сăмахĕ каларĕ. Çакна палăртмалла: кăçал вăйлă çил-тăвăл пулнипе инкек тÿснĕ, пирĕн патĕнче страхланнă 3 хуçалăха (Ю.Владимирова, А.Кудряшов, В.Крылов çемйисене) страховка укçи патăмăр. Чи лайăххи - комплекслă майпа страхласси. Тепĕр майлă каласан, çурт-йĕре, шалтан капăрлатнине, килти пурлăха страхламалла. Ку тĕлĕшпе ятарласа Дом «Актив» программа ĕçлет. Ку программăпа инкеке лекнĕ çын страховка укçи илсе çурт-йĕре, хуралтăсене çĕнĕрен хăпартма пултарать. Асăннă программăпа коттеджсене, дачăсене страхлама меллĕ.

- Район хаçачĕн тусĕсене тепĕр хумхантаракан ыйту вăл - мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхе страхласси. Ку енĕпе Росгосстрах мĕн сĕнме пултарать?

Ялта пурăнакансемшĕн ĕне тăрантаракан шутĕнче тесен те йăнăш пулмĕ тетĕп. Енчен те вăл ăнсăртран чирлерĕ е тата ытти инкек-синкек сиксе тухрĕ пулсан хуçишĕн вăл чăннипех те пысăк хуйхă. Мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх кĕтĕве тухнă май, ăнсăртран кÿпĕнес, аманас, кирлĕ мар япала çăтса ярас тата ытти хăрушлăх пысăк. Çавăнпа та вĕсене вăхăтра страхламалла. Асăннă тĕслĕхсемпе кăçалхи 4 уйăхра кăна 9 çынна 225 пин тенкĕ тÿлерĕмĕр. Вĕсен шутĕнче поселокри В.Соколова, Кивĕ Вăрмарти Н.Николаева, Пысăк Енккассинчи З.Петрова тата ыттисем те страховка укçине вăхăтра илнĕшĕн кăмăллă. Пысăкрах хакпа страхлани хăвăршăн лайăхрах. Халĕ эпир ĕнене 30 пин тенкĕ таран страхлатпăр. Мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхпе инкек пулсан, эсир страховка укçипе тепĕр ĕне илме пултаратăр.

Пĕтĕмĕшле каласан, «Росгосстрах» компани пирĕн патăрта страхлакан кашни çынна хÿтлĕх кÿрет. Пĕрле алла-аллăн тытăнса, тачă çыхăнура ĕçлесе пырсан ÿсĕм пулатех.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика