АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экзаменсен вăхăчĕ

25 мая 2010 г.

Шкулта вĕренÿ çулĕ вĕçленсе пырать. Тăххăрмĕшпе вун пĕрмĕш классенчен вĕренсе тухакансен патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен вăхăтне палăртнă та ĕнтĕ. Кăçалхи ППЭ йĕркинче çĕнĕлĕхсем те пур. Тĕплĕнрех çак улшăнусем çинчен хаçат редакцийĕ район пуçлăхĕн çумĕнчен - райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕнчен Ю.Соколовран ыйтса пĕлнĕ.

- Кăçал районти шкулсенчен 380 вĕренекен 9-мĕш класран вĕренсе тухать, 11-мĕшĕнчен - 138. Вĕренсе тухакансемшĕн тĕп экзамен тапхăрĕ май уйăхĕн 27-мĕшĕнче пуçланать. Вун пĕрмĕшсен пурин те вырăс чĕлхипе тата математикăпа хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслемелле. Кунсăр пуçне шкултан вĕренсе тухакан 13 предметран кирек хăшне те суйласа илме пултарать. Çак предметсемпе ача кирлĕ чухлĕ балл пухсан çеç аттестат илме пултарĕ. Енчен те малалла вĕренме кайма шухăш пур пулсан, унăн икĕ предметсăр пуçне вĕренме кĕнĕ май кирлĕ дисциплинăсемпе патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытма тивет (ППЭ). Иртнĕ çулсенче экзаменра «иккĕ» илнĕ ачасем кăçал тĕп предметсенчен (е вырăс чĕлхипе, е математикăпа) пĕринпе кăна тепĕр хут экзамен тытма пултараççĕ. Ăнăçлă тытсан - аттестатлă пулĕç. Кăçалхи ППЭ йĕркинче çĕнĕлĕх пур. Математика предмечĕпе тест ыйтăвĕсенче А пай тата хуравсен варианчĕсем пулмаççĕ. В пайра сĕннĕ вариантсем çук. Ачан хăйĕн пуçĕпе тĕрĕс хурав тупса çырмалла. С пайра та задачăна тĕрĕс шутласа тупсăмне палăртмалла. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăçалтан карас телефонĕсемпе усă курас текенсен вĕсене килтех е регистраци тунă çĕртех хăварма тивет. Экзамен вăхăтĕнче телефонпа усă куракан ачана асăрхасан ăна пÿлĕмрен кăларса яма та пултараççĕ. Кун пек чухне экзамена резервлă кунсенче тытма тивĕ. Вĕренекене экзамен тыттарас е çитес çула хăварас ыйтăва патшалăх комиссийĕ татса парĕ. Экзамен тапхăрĕнче чирлесе ÿкнĕ е тĕрлĕ сăлтава пула вăхăтра çитсе ĕлкереймен ачасем валли резервлă кунсем палăртнă: июнĕн 14, 16-мĕшĕсем. ЧР Вĕрентÿ министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкула экзамен ирттерекен пункт тесе суйласа илнĕ. Кÿршĕллĕ Тăвайпа Куславкка районĕсенчи ачасем те пирĕн патăмăрта экзамен тытĕç. Икĕ предметпа кăна (историпе физикăна) Вăрмарсем Канашра хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслĕç.

Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсен расписанийĕ:

Майăн 27-мĕшĕ (кĕçнерни кун) - информатика, биологи, литература;

майăн 31-мĕшĕ (тунти кун) - вырăс чĕлхи;

июнĕн 4-мĕшĕ (эрне кун) - ют чĕлхе;

июнĕн 7-мĕшĕ (тунти кун) - математика;

июнĕн 11-мĕшĕ (эрне кун) - истори, физика;

июнĕн 15-мĕшĕ (ытлари кун) - обществознани, географи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика