АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ака хыççăн - Акатуй

25 мая 2010 г.

Акă районта пĕрремĕш Акатуйсем, ял уявĕсем кĕрлеме пуçларĕç. Ку вара - çур аки вĕçленни çинчен калакан пĕрремĕш паллă. Хаçатăн иртнĕ номерĕсенче те асăннăччĕ, анчах ниçта та каяймăн, халĕ те асăнса хăварас килет - хĕл сивĕ пулнăран вăл ытти çулхисенчен кăштах уйрăлса тăчĕ. Пур хуçалăхсем тенĕ пекех пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акассине планран ирттерсе тултарнă. Енчен те хуçалăхсен плана пăхнă тăрăх вĕсене 5673 гектар çинче акса хăвармалла пулнă пулсан, майăн 21-мĕшĕ тĕлне çак кăтарту 6449 гектарпа е 114 процентпа танлашнă, фермерсем 3034 гектар çинче акса хăварма тĕв тунă - асăннă ĕçе 3906 гектар çинче пурнăçланă (129 процент). Пĕтĕмпех кĕр тыррисем нумай лаптăк çинче шăнса пĕтнĕрен килнĕ çакă. Пушă çĕр ан вырттăр тесе чылай тăрăшма лекрĕ çĕр ĕçченĕн. «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикине кăна илер-ха - 200 гектар çинче çурхи тулă, 356 гектар çинче урпа çĕнĕрен акма лекрĕ кунти ĕçченсен. Йывăр пулчĕ, апла пулин те ĕççине районта чи малтисенчен пĕрисем вĕçлерĕç. Нумай тата пĕр çул ÿсекен курăксене те акса пĕтернĕ. Вĕсене шăтса тухма иртнĕ вырсарни кун çунă ăшă çумăр пулăшма кирлĕ. Пахча çимĕçпе çĕрулми лартассин планне те пурнăçланă. Хăш-пĕр хуçалăхсем кăна вĕсен лаптăкне сарас тĕлĕшпе тĕл-тĕл лартаççĕ. Çапла, çур аки вĕçленчĕ, кăштах канса илсе уявсем ирттермелли вăхăт çитрĕ. Вĕсем çинчен тĕплĕнрех хаçатăн тепĕр номерĕнче.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика