АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырăпа асра юлтăр çак вăхăт

21 мая 2010 г.

Пысăк Енккассинчи «Пучах» ача садне çак ялти шкул хăй хÿттине илнĕ. Ялсенче çамрăк çемьесем сахаллине кура ача шучĕ те нумай мар. Паянхи куна вуннăн вĕсем кунта. Вĕсене 2 воспитатель - И. Григорьева тата И.Васильева, Э.Александрова воспитатель пулăшуçи, Л.Григорьева повар аллине шанса панă ашшĕ-амăшĕсем. Пурте хăйсен пурнăçне ачасене халалланă тейĕн, нумай çул хушши кунта ĕçлеççĕ. Миçе ăру ÿстерсе кăларса яман-ши вĕсем ача сачĕн стенисенчен! Халĕ кунта шăпрах пек туйăнчĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем пĕрле. Кĕçĕнни аслăраххине кура ун пек хăтланма тăрăшать. Асли ăна мĕне те пулин вĕрентет. Ачалăх кунĕсем - чи савăк кунсем.

Çывăрмалли вăхăт çитсессĕн хывăнса кĕрсе выртаттăмăр, кашни хăйĕн вырăнне. Хамăрăн ыйхă шухши те çукчĕ. Воспитатель кĕрсенех çывăрнă пек тăваттăмăр, тухса кайсассăнах алхасма пуçлаттăмăр, пĕр-пĕрне интереслĕ пулăмсем каласа параттăмăр. Уявсенче атте-аннесем килетчĕç пирĕн пултарулăха курма, хыççăн çывăрмалли вăхăтра киле илсе кайни - питĕ пысăк савăнăçчĕ. Халĕ те асрах-ха пире урама вылянă çĕре компотпа çав тери тутлă пĕлĕм илсе тухса çитерни. Чĕпĕте-чĕпĕте çиеттĕмĕр çак çимĕçе. Акă пĕррехинче çĕнĕ савăт-сапасен пуххине илсе килнĕччĕ ача садне. Пурин те часрах выляс килетчĕ унпа. Анчах воспитатель хушмарĕ. Чеелĕх турĕ вăл. Малтан пире юмах вуласа пачĕ, унтан унăн содержанине каласа пама хушрĕ. Пĕри те хăяймарĕ пĕрремĕш каласа пама. Эпĕ вара, çав тери теттесемпе выляс килнĕ ĕнтĕ манăн, юмаха каласа патăм. «Маттур», - терĕ мана воспитатель. Тин ирĕк пачĕ çĕнĕ теттепе выляма. Ача садĕнче чухне пĕр шухăш та çукчĕ. Анчах часрах шкула каяс килетчĕ, шкула кайма пуçласан вара каялла ача-саднех туртатчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика