АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренни - çутă, вĕренменни - тĕттĕм

21 мая 2010 г.

Учитель... Сăпайлăх та тараватлăх янăрать çак сăмахра. Вăл пирĕншĕн шкула пĕрремĕш хут килнĕренпе иккĕмĕш анне пулса тăнă. Мĕн пур йывăрлăхра ăнланса пулăшать. Учитель ачасем мĕнле пулнине витĕр курать, кашнинех канаш пама пултарать. Вăл пире анне пекех хытă юратать, ăслă пулма вĕрентет, аттепе аннене, кукамайпа кукаçине, асаттепе асаннене хисеплеме, пулăшма сĕнет. Учитель кашни ачана тÿрĕ çул çине тăратассишĕн тăрăшать. Пире яланах ăнланать. Ачасем япăх ĕç тусан - ятлать, анчах чĕрере вĕсене каçарать. Урока тĕплĕн ăнлантарать, кашни ача хăйне валли ăс пухтăр тесе чун-чĕререн вĕрентет.

Çавăнпа та учителсене яланах итлемелле, урокра тимлĕн итлесе лармалла. Мĕншĕн тесен эпир ăс-тăн хамăра валли пухатпăр. Ахальтен ваттисем «Вĕренни - çутă, вĕренменни- тĕттĕм», - тесе каламан.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика