21 мая 2010 г.
«Вăрçă сăмах ытла та хăрушă, сиввĕн илтĕнет, чуна çÿçентерет, кăмăла хуçать. Вăрçă асаппа инкек акать», - тенĕ ваттисем. Кирек мĕнле вăрçă та куççульсĕр, çухатусăр пулмасть. Пур вăрçă та халăх историйĕнче хурлăхлă йĕр хăварнă. Аслă Отечественнăй вăрçăра та мĕн чухлĕ çын инкек тÿсмен-ши; Вĕсем хушшинче - вăрçă ачисем. Вăрçă ачисем - пирĕн асаттесемпе асаннесем. Манăн асанне, Зоя Васильевна Сереброва, Кивĕ Вăрмар ялĕнче 1933-мĕш çулхи декабрĕн 2-мĕшĕнче çуралнă. Унăн амăшĕ те, Перасковья Прокопьевна Маркелова, ашшĕ те, Василий Маркелович Маркелов, ялта колхозра ĕçленĕ. Вăрçă пуçланнă чухне асанне 8 çулта, пĕтсен 12 çулта пулнă. Çак çулсем уншăн - питĕ йывăр çулсем. Тул çутипе тăрса тĕттĕм пуличченех тĕрлĕ ĕçре ĕçлеме тивнĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсем те çăмăл пулман. 1956 çулта асанне хăйĕн юратнă çыннипе, Гергий Николаевич Серебровпа, çемье çавăраççĕ. Асатте колхозра тракторист пулса ĕçленĕ. Вĕсем 5 ача ÿстереççĕ. Пĕрремĕш ывăлĕ, Геннадий, 1957 çулта çуралать. Вăл малтан сĕтел-пукан фабрикинче электрик пулса ĕçленĕ, хальхи вăхăтра механика заводĕнче сварщикре вăй хурать. Галина, 1959 çулта çуралнăскер, паянхи кун «Березка» ача садĕнче тăрăшать. Валерий 1961 çулта çуралнă, тăван ялта шофер пулса ĕçленĕ. Шел пулин те, вăл вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Ирина 1963-мĕш çулта çуралнă, халĕ Кивĕ Вăрмар шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентет. Унăн ĕç стажĕ - 27 çул. Виççĕмĕш ывăлĕ - Саша - манăн атте. 1966-мĕш çулта çуралнăскер, чукун çул монтерĕ пулса ĕçлет. 1984-мĕш çулта манăн асаннен тепĕр пысăк хуйхă тÿсме лекет. Унăн юратнă мăшăрĕ, ман асатте, вилет. Хальхи вăхăтра манăн юратнă çыннăм тивĕçлĕ канура, кил-хуçалăхра кăштăртатать. Эпĕ шкултан килсессĕн унăн яланах вĕри апат хатĕр. Асанне мана хăйĕн наградисене кăтартать. Ăна пилĕк ача çуратса ÿстернĕшĕн «Ача амăшĕ», «Ĕç ветеранĕ», «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçинчи Çĕнтерÿ 50 çул тултарни» медальсем панă. Кăçал вара Аслă Çĕнтерĕве 65 çул çитнине халалланă юбилей медалĕ парса чысларĕç. Ялта асанне сумлă та хисеплĕ çын. 12 мăнук унăн. Вăл кашнипе савăнать, мухтанать. «Вăрçă чухнехи пурнăçа тек нихăçан та курмалла ан пултăрччĕ», - тет.
Кивĕ Вăрмар шкулĕ.