21 мая 2010 г.
Музыка - пурне те ăнланмалли чĕлхе, ăна никама та куçарса памалла мар, çак чĕлхепе чунпа чун калаçаççĕ.
Бертольд Ауэрбах.
Çак сăмахсем çумне нимĕн те хушса калаймăн. Кĕвве ватти-вĕтти те, пур професси çынни те ăнланать. Вăл çынсене пĕр-пĕрин патне туртать, вĕсене ырăрах та çемçерех тăвать, шухăша ярать, çав вăхăтрах хурлăха та сирет, канлĕх кÿрет. Çавăнпа та ачасене мĕн пĕчĕкренех музыка тĕнчине явăçтарма тăрăшмалла, пахалăхлă, классиксен кĕввисене итлеме вĕрентмелле. Пирĕн районта çамрăксене çак çул çине тăма пулăшаканĕ - ачасен Вăрмарти ÿнер шкулĕ. Поселокран кунта çÿренĕ е халь çÿрекенсенчен чылайăшĕ Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулти пуçламăш классенче вĕрентекен Л.Яковлева педагог патĕнче вĕреннĕ е вĕренеççĕ. Тĕлĕнмелле çын вăл Лилия Петровна - ачасемшĕн чунне пама хатĕр. Çавăнпах ĕнтĕ ăна РФ вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотине парса чысланă. Вăл «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ», «Аслă учитель» ятсене, ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн Тав çырăвне тивĕçнĕ. Кĕвĕ-юрă ăславне ăша хывас ĕçре те вĕренекенĕсем маттур. Çавăнпа та кашни çулах унăн класĕнчен ÿнер шкулĕн музыка уйрăмне çÿренĕ тата халĕ çÿрекенсен тĕл пулăвне ирттереççĕ. Кăçал ăна М.Чернова тата А.Горбунова преподавательсем йĕркелерĕç. А.Александрова, Н.Иванова, М.Иванова, О.Чернова, А.Лукина, В.Васильев, А.Григорьев, М.Николаева, К.Гаврилова, И.Ермолаева, А.Кириллова хăйĕн вĕрентекенне те, музыка предмечĕн преподавателĕсене те тĕрлĕ инстументсем çинче выляса савăнтарчĕç. Иртнĕ çулхисемпе танлаштарсан, кăçалхи тĕл пулу ăнăçлăрах иртрĕ, Лилия Петровнан 1 г класĕсĕр пуçне вăл маларах вĕрентнĕ, халĕ 5 г, 9 д классенче пĕлĕве тăсакансем те (класс ертÿçисем Т.Шмелева, С.Бондарева) хутшăнчĕç. Чăн-чăн «ăрусен çыхăнăвĕ» пулчĕ.