АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Кивçурт» кати - шĕшкĕ кати

21 мая 2010 г.

Вăрмар районĕнче пĕр илемлĕ ял пур. Çав ял çумĕнчех, çырма урлă каçсан, шĕшкĕ кати ÿсет. Ял çыннисем катине Кивĕ çурт (Кивçурт) тесе ят панă, ялĕ Хуруй ятлă пулать.

Эпир ача-пăча чухне çав катаран тухма пĕлмен: тĕрлĕрен вăйăсем выляттăмăр, çуркунне юр ирĕлсе пĕтичченех типнĕ çаран çинче çара уран тавлашса чупаттăмăр. Кайран, çăва тухсан, çырла-кăмпа, мăйăр тататтăмăр. Ял кĕтĕвĕ ярсан, çавăнта ĕне çитерме çÿреттĕмĕр.Шĕшкĕн хăрăк тураттисене çунтарса кăвар тăваттăмăр та çĕрулми, сухан тата юман йĕкелне пĕçерсе çиеттĕмĕр.

Ялтан тухса кайни кĕçех 50 çул патнеллех çитсе пырать пулин те, çав вăхăтсене, яла, шĕшкĕ катине аса илетĕп. Виçĕм çул пирĕн яла çĕнĕ асфальт çул туса пĕтерчĕç. Хуруй ялĕ тата илемленсе кайрĕ. Кăçал март уйăхĕнче манăн яла кайса килмелле пулчĕ. Тахçан, юр нумай çунипе, унта çитсе пĕтме питĕ асаплăччĕ. Халĕ машинăпа та кайса килме май тухрĕ. Питĕ савăнтăм.

Манăн çакă çула туса панăшăн хаçат урлă Вăрмар районĕн ертÿçисене питĕ тавтапуç тесе калас килет. Пирĕн яла çакăн пек пысăк ĕç туса панăшăн Мускавра пурăнакан пĕтĕм тинĕс-çар флочĕн чăваш офицерĕсем чун-чĕререн тав тăватпăр, питĕ пысăк тавтапуç тесе калатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика