21 мая 2010 г.
Юхма Мишши - паллă Чăваш халăх писателĕ, ученăй-академик, историк, поэт, драматург, 200 ытла кĕнеке авторĕ 1936 çулхи апрелĕн 10-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче çуралса ÿснĕ. Хальхи вăхăтра Михаил Николаевич Чăвашсен обществăпа культура центрне тата Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвне ертсе пырать.
Çыравçăн кĕнекисене 114 чĕлхене куçарса пичетленĕ. Çак пултаруллă писатель иртнĕ кунсенче пирĕн районти Кавал ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта хăнара пулчĕ. Кавал ялĕнче çуралса ÿснĕ юратнă хĕреснашшĕне Михаил Михайлович Кубенева асăнса шкула хăй çырнă тата пичетленĕ 300 кĕнеке парнелерĕ. М.Кубенев чăвашсен паллă артисчĕ пулнă. Сăнĕпе те питĕ чипер, юрă-ташă ăсти пулнă, купăспа калама юратнă.
1954 çулта Юхма Мишши районта шашкăлла выляса пĕрремĕш вырăн йышăннă, вара ăна Шупашкара янă. Хуларан çамрăк каччă хĕреснашшĕне - паллă артиста шыраса Вăрмара çитет. М.Кубенев ун чухне физкультурăпа спорт комитечĕн председателĕ пулса ĕçленĕ. Хресна ывăлне палласа ыталаса илнĕ, хăйĕн килне илсе кайнă. Ăна çитсăран çĕленĕ кĕпе парнеленĕ, канихвет тултарнă сумкка тыттарнă. Пурне те интереслентерекен япаласемпе паллаштарчĕ Михаил Николаевич. Уйрăмах чăваш чĕлхине, культурине хисеплемелли çинче чарăнса тăчĕ.
Кавалти Н.Авакова тата Н.Алексеева вĕрентекенсем Кубеневсем çинчен хăйне евĕрлĕ тĕпчев ĕçĕ ирттернĕ. Писателĕн «Древние Чуваши» кĕнекинче Кавал ялĕ çинчен те, Кубеневсем çинчен те каласа пани пур. Ку кĕнекене те автор шкула парнелерĕ. Шупашкартан писательпе пĕрле «Тантăш» хаçатăн тĕп редакторĕ Г.Платонова тата пай редакторĕ Л.Васильева, вырăс писателĕ, философĕ И.Кучерук килсе çитнĕ. Галина Егоровна ачасене пысăк тавра-курăмлă пулма «Тетте», «Тантăш», «Самант» хаçат-журналсене çырăнмалли çинчен каларĕ, парнесем парнелерĕ. Шкул ачисем те чăваш юррисемпе савăнтарчĕç хăнасене. В.Табаков хăй кĕвĕлесе çырнă «Кавал шкулĕ - çирĕп шкул» юрри уйрăмах çĕклентерчĕ кăмăла.