21 мая 2010 г.
Район прокуратури хĕç-пăшалпа саккуна пăхăнса тĕрĕс усă курнипе курманнине тăтăшах тĕрĕслесе тăрать. Нумаях пулмасть ку енĕпе шалти ĕçсен пайĕнчи хĕç-пăшалпа усă курма ирĕк паракан тата хурал ĕçĕсене тĕрĕслесе тăракан ушкăнĕ районта хĕç-пăшала еплерех тĕрĕслесе тăнинпе интересленнĕ. Тĕрĕслÿ вăхăтĕнче çак ушкăн «Раççей Почти» федераллă почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи Управленийĕн районти почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче кăçал I кварталта тĕрĕслÿ ирттерменни палăрнă.
Унсăр пуçне заявленисене регистрацилемелли кĕнеке те инструкципе килĕшсе тăмасть. 2009 çулта хĕç-пăшалпа усă курмалли ирĕке - лицензие илнĕ хăш-пĕр çынсен даннăйĕсене (пурăнакан тата ĕçлекен вырăнне) кăтартмасăрах панине тата ытти çитменлĕхсене тупса палăртнă. Вĕсене çийĕнчех пĕтерме шалти ĕçсен пайне представлени ярса панă.
«Хĕç-пăшал çинчен» калакан федераллă саккуна пăснине районти почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче те тупса палăртнă. Почта валеçнĕ чухне пĕрле çÿрекен хуралăн ĕçри хĕç-пăшалне илнĕ е ĕç хыççăн парса хăварнă вăхăтра унăн хуçине ятарлă кĕнеке çине алă пустарман. Çак документа йĕркеллĕ тытса пыманшăн ку енĕпе ĕçлекен яваплă çынсене асăрхаттарса çитменлĕхсене вăхăтра пĕтерме представлени янă.