АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттурсем

21 мая 2010 г.

Çамрăк чăваш çыравçисен И.Я.Яковлева тата Аслă Çĕнтерÿ кунне халалланă «Букварьтен - илемлĕ литературăна çити» XIII республика конкурсĕн иккĕмĕш тапхăрне районтан 4 вĕренекен хутшăнма тивĕçлĕ пулнă: М.Ухина, О.Степанова (Аслă Чак шкулĕ), А.Иванова (Тикаш шкулĕ), А.Леонтьева (Мăнçырма шкулĕ).

Конкурсра «Поэзи», «Проза», «Драма» секцийĕсем ĕçлерĕç. Сумлă жюри членĕсем хушшинче паллă çыравçăсем (А.Любимова, Г.Краснов) пурри хăех конкурса килнĕ ĕçсене мĕнле хакланине тавçăрма май парать. Конкурс ĕçне йĕркелесе ертсе пыракан Г.Лебедев ячĕллĕ лицейра чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Г.Никифоров тупăшăва республикăри 60 вĕренекен хутшăннине, Тутарстанра вĕренекен чăваш ачисем те айккинче тăрса юлманнине палăртрĕ. Чи лайăх 33 ĕçĕн авторĕсене литература пултарулăх ăмăртăвĕн II турне чĕнсе илнĕ.

М.Ухинапа О.Степанова очерк, А.Ивановапа А.Леонтьева сăвă çырас пултарулăха тĕрĕслерĕç. Жюри членĕсен пĕтĕмлетĕвĕ çапла пулчĕ: Аслă Чак шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен М.Ухина , Тикаш шкулĕнче 7-мĕш класра ăс пухакан А.Иванова 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илме пултарчĕç. Вĕсене ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин дипломĕпе чысларĕç. Иккĕмĕш тура хутшăннă пур вĕренекене «Тантăш» хаçат редакцийĕн Хисеп грамотине пачĕç. Конкурса вĕренекенсене хастар явăçтарнăшăн вĕрентекенсене те Хисеп грамоти парса чысларĕç. «Тантăш» хаçат редакцийĕ пурне те парнесем пачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика