21 мая 2010 г.
«2009 - 2020 çулсенче халăха пахалăхлă шывпа тивĕçтересси» районти тĕллевлĕ программăна пурнăçласа «Урмарыводхоз» муниципаллă унитарлă предприяти хальхи вăхăтра Чулкасран Вăрмар поселокне пыракан шыв трассине юсассипе тăрăшса вăй хурать.
Кунта тăрăшса вăй хуракан В.Меркурьев тракторист, Н.Андреев водитель, А.Сергеев слесарь, Н.Никитин тĕп инженер хурçă пăрăхсен шăтнă вырăнĕсене сапласа çирĕплетеççĕ. Çакна палăртмалла: асăннă шыв пăрăхĕсен трассине 1999 çулта пурĕ 3 километр та 700 метр тăршшĕ туртнă. 2007 çулта ăна 1 километр тăршшĕ полиэтилен пăрăхĕсем хурса çĕнетнĕ. 2009 çулта вара тепĕр 200 метрне паха йышши полиэтилен пăрăхĕсемпе улăштарнă. Çак ĕçе вăй çитнĕ таран кăçал та пурнăçлама палăртаççĕ.
«Урмарыводхоз» муниципаллă унитарлă предприяти кăçалхи 4 уйăхра пурĕ 1 миллион та 300 пин тенкĕлĕх ĕç тунă.
«Чи çивĕч ыйтусенчен пĕри - коммуналлă пулăшушăн поселокри хваттер хуçисем, уйрăм кил хуçалăхне тытакансем укçа-тенкĕ вăхăтра тÿлеменни. Çавна май кăçал планпа пурнăçламалли ĕçсем вăраха тăсăлас хăрушлăх та пур. Çуллахи кунсенче уйрăм кил хуçалăхĕсем пахча çимĕç сапма колонкăсенчи шывпа усă кураççĕ, анчах та шывшăн тÿлеме васкамаççĕ. Коммуналлă пулăшушăн парăмсене татса пырсан эпир кăçал чылай ĕç пурнăçлама пултаратпăр. Шыв трассине полиэтилен пăрăхĕсемпе çĕнетме, колонкăсене юсама тата ытти те. Çитес вăхăтра поселокри уйрăм кил хуçалăхĕсен хуçисемпе колонкăри шывпа усă курнăшăн килĕшÿ йĕркелес тĕллевлĕ», - тет предприяти пуçлăхĕ А.Васильев.
Пĕтĕмĕшле каласан, асăннă предприяти ĕçченĕсем халăха ĕçмелли таса шывпа çителĕклĕ тивĕçтерессипе, çапла майпа халăх сывлăхне, социаллă пурнăçпа экологи лару-тăрăвне лайăхлатассипе май пур таран тăрăшса вăй хураççĕ.