АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни ыйтăва хурав пачĕç

21 мая 2010 г.

Юн кун иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне пирĕн района Суд департаменчĕн ЧР Управленийĕн начальникĕ В. Петров, Патшалăх статистикин Федераллă службин Чăваш Республикинчи территори органĕн руководителĕн çумĕ Л. Егорова, ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствинчи надзорпа контроль управленийĕн начальникĕ М.Федотов, «Чăваш Республикинчи çĕр кадастр палати» федераллă патшалăх учрежденийĕн пуçлăхĕ Т.Матвеева килнĕ. Кун йĕркинче икĕ тĕп ыйту - Чăваш Республикин бюджет политики тата Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 90 çул çитнине хатĕрленсе йĕркелесе ирттерсе ярасси пулнă.

Тикаш. Аякри яла çÿлерех асăннă Л.Егорова, Т.Матвеева, райадминстрацин строительство тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А.Тихонов çитсе курчĕç. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусене сÿтсе явнипе пĕрлех яваплă çынсемпе тĕл пулма май пулнипе усă курса Хĕрлĕçырта, Тикашра пурăнакансем нумай тĕрлĕрен ыйтусем хускатрĕç. Чи пĕрремĕшĕ вăл - Хĕрлĕçыр ялне çити автобус çÿреттересси. Ку ыйту тахçантанпах хумхантарать ĕнтĕ, анчах çул хăрушсăрлăхĕн правилисем халăха турттаракан автобуса ку маршрутпа çÿретме чараççĕ. А.Тихонов Теветей уявĕ тĕлне çак ыйтăва татса парасси пирки каларĕ. Сĕт пуçтарас ыйту та хумхантарчĕ тĕл пулăва килнисене. Совхозран ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă кинемейĕн пенси укçи ытла та пĕчĕк иккен, ăна ÿстермелли майсем пирки интересленчĕ вăл. Çавăн пекех çынсене шкулта паракан пĕлÿ укçалла пулма пултарни шиклентерчĕ. «Малашне шкулсем автономи учрежденийĕсем пулса тăрĕç. Ун чухне вĕсен хушма занятисем ирттерсе укçа туса илмелли майсем пулĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ тÿлевсĕр пулĕ. Кăçал районти пĕр шкула тата ача садне çакăн пек учреждение куçарасшăн», - терĕ Александр Иванович. Кĕленче, полиэтилен савăтсене ăçта вырнаçтармаллипе кăсăкланчĕç тасалăхшăн тăрăшакан хĕрарăмсем. Хăш-пĕр граждансем урама тирпейлес вырăнне тĕрлĕ ăпăр-тапăрпа варалаççĕ. Административлă йĕркене пăсакансем çинчен çак ял тăрăхĕнчи милицин уполномоченнăйне пĕлтермелле. Ытти тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç ял çыннисемпе ĕçлĕ ушкăн членĕсем. Çавăн пекех çак кун тепĕр икĕ ушкăн Мăнçырма, Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕсене çитсе хумхантаракан ыйтусене сÿтсе явнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика