АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене хÿтĕлеме

21 мая 2010 г.

ЧР Президенчĕ Н.Федоров «Шкулчченхи вĕрентÿ сферинче пулăшу ĕçĕсемпе усă курмалли майсене пысăклатмалли мерăсем çинчен» Указ кăларнă. Унта шкулчченхи вĕрентÿ сферинчи пурте усă курма тивĕç пулăшу ĕçĕсен шайне çĕклемелли мерăсене палăртнă.

«Çулленех Чăваш Республики ачасене пĕлÿпе воспитани пама, вĕсен сывлăхне çирĕплетме бюджет укçин пысăк пайне - миллиард-миллиард тенкĕ - тăкаклать, вĕрентÿ сферинче пилотлă чылай проекта пурнăçа кĕртет. Темиçе çул ĕнтĕ республика шкулĕсенчи вĕрентÿ процесне тивĕçтерес енĕпе хăйĕн çине хушма обязательствăсем илет, çавна май муниципалитетсене финанс енĕпе пысăк пулăшу кÿрет, çак пулăшу виçи те миллиард-миллиард тенкĕпе танлашать. Çав вăхăтрах патшалăх республика шайĕнче яваплăха çапла туйнин условийĕсенче те муниципалитетсенче татса паман ыйтусем çав-çавах палăраççĕ. Тĕслĕхрен, федерацин «Раççей Федерацийĕнчи вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли пĕтĕмĕшле принципсем çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн шкулчченхи вĕрентĕве йĕркелессипе, пайăррăн илсен ача сачĕсемпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене панă. Рынокпа çыхăннă улшăнусем пынă чухнехи куçăм тапхăрĕнче çынсем йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкрĕç, ача çуратасси чакрĕ, ĕçсĕрлĕх ÿсрĕ, шкул çулне çитменнисен нумай учрежденийĕ хупăнчĕ е вĕсен профильне улăштарма тиврĕ. Анчах Чăваш Республики халăхăн социаллă гарантийĕсене упраса хăварчĕ кăна мар, вăйлатма та пултарчĕ. Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшать, çынсем хăйсен малашлăхне планлама пултараççĕ. Çак лару-тăрура муниципалитетсен умне халăха шкулчченхи учрежденисемпе тивĕçтерессипе çыхăннă çивĕч ыйту кĕтмен çĕртен тенĕ пекех тухса тăчĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем ăна татса пама çителĕклĕ хатĕрленмен. Указпа килĕшÿллĕн республикăн Министрсен Кабинечĕн капланса çитнĕ ыйтусене татса памашкăн хăйĕн çине хушма обязательствăсем илме тивет. Ку халĕ усă куракан çурт-йĕр профильне шкулчченхи учрежденисем туса хурса улăштарассине, çав учрежденисен çĕнĕ строительстви е реконструкцийĕ валли укçа уйăрассине, шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсене тытса тăма, çавăн пекех ĕç укçи валли тата персонала хавхалантарма хушма укçа уйăрассине пырса тивет, çакă пулăшу ĕçĕсен пысăк пахалăхне тивĕçтерме кирлĕ. Ыйту пĕрре - хуласемпе районсен власть органĕсем Республика вĕсен, муниципалитетсен, йăнăшĕсене тÿрлетсе тата вĕсен тивĕçне пурнăçласа нормативран ирттерсе çапла пулăшнине кура иртĕнсе ан кайччăр», - тенĕ Президент.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика