18 мая 2010 г.
Паян сăмахăм налук службинчи çĕнĕлĕхсем пирки пырĕ. Налук тÿлемелли, паллах никама та килĕшсех каймасть, çапах та палăртнă вăхăтра ăна тÿлемех тивет, бюджет касси эпир налук тÿлесе пынăран тулать, пурнăç шайĕ те лайăхланма тытăнать. Налукçăсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма Федерацин налук службин 1 класлă советникне Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 7-мĕш инспекцийĕн пуçлăхне, Анатолий Николаевич Кузнецова ыйтрăмăр.
- Малтанах налук культурине граждансене ачаранах хăнăхтарса вĕрентсе пымаллине аса илтерсе хăварас килет. Пĕчĕкрен вĕренни манăçмасть тенĕ пек, граждансем те налук укçине вăхăтра тÿлемеллине хăнăхса пырĕç те малалла пĕр кăлтăксемсĕр, шикленмесĕр пурăнĕç.
Юлашки вăхăтра налук службинче кăштах улшăнусем пулса иртрĕç. Иртнĕ çулсенче налук тÿлемелли хутсене (уведомлени) хула, ял тăрăхĕсен администрацийĕн специалисчĕсем валеçсе паратчĕç. Кăçалтан пуçласа çак хутсене почта урлă Чулхуларан налук службин даннăйĕсене пăхса тухакан центрĕ (ЦОД - центр обработки данных) ярса парать. Çавăнпа та конвертсем çинче Чулхула почта штампĕ пулнăран тĕлĕнмелле мар. Çак хутсене илсенех налуксене кайса тÿлеме тăрăшмалла, мĕншĕн тесен тÿлемелли срокĕ иртсен тепĕр куннех пени хушăнма пуçлать. Çапла вара налуксене вăхăтра тÿлемесен налук инспекцийĕнчен ЦОД урлă тепĕр хут асăрхаттарса требовани ярса паратпăр. Çак требование илсен те граждансем тÿлемесен, налуксене суд урлă шыраса илме миравай судьясем патне заявлени çырса ярса паратпăр. Вĕсем вара налуксене шыраса илме суд приказне кăлараççĕ. Анчах та çакă каллех укçа-тенкĕпе çыхăннă, заявление судра пăхса тухнăшăн 200 тенкĕ патшалăх пошлини тÿлеме тивет. Тĕслĕхрен, уйрăм çыннăн çĕр лаптăкĕшĕн 30 тенкĕ налук тÿлемелле пулсан, çак суммăна вăхăтра тÿлеменшĕн, суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, 30 тенкĕ çумне тепĕр 200 тенкĕ, унсăр пуçне пени укçи те хушăнаççĕ. Суд приказне алла илсен çав суммăна тÿленипе ĕçĕ пĕтетчĕ, анчах та паянхи куна тĕрлĕ сăлтавпа суд приказне илсен те тÿлемен граждансем питех те нумай. Кун пеккисем патне суд приставĕсем килне килеççĕ, шел пулин те, килти пурлăха та арестлеççĕ. Киле килнĕшĕн çийĕнчен тата тепĕр 500 тенкĕ (исполнительный сбор) тÿлемелле пулать. Çапла вара 30 тенкĕ налукшăн граждансен 700 тенкĕ кăларса хума тивет. Ку никамшăн та кăмăллă мар, çавăнпа та налука вăхăтра тÿлемеллех. Эпир кашни уйăхрах парăмçăсен списокне хула, ял тăрăхĕсен администрацийĕсене ярса паратпăр. Килĕрен киле çÿреме никама та килĕшÿллех мар, хăш-пĕр чухне, граждансем ăнланманнине кура, суд приставĕсемпе налукçăсем те çÿреççĕ. Çавăнпа та транспорт, çурт-йĕр тата çĕр лаптăкĕ харпăрлăхра пулсассăн налукне вăхăтра тÿлемеллине манмалла мар, вара ыйтăвĕсем те сахалтарах пулĕç. Налуксемпе парăмсем пуррипе çуккине карас телефонĕпе 8-919-657-55-55 номер çине çын хăйĕн ИННне (идентификационный номер налогоплательщика) СМС ярса пĕлме пултарать. Çавăн пекех Интернет урлă та пĕлме пулать. Федераци налук службин те, унăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн, çавăн пекех харпăр-хăй районĕсен сайчĕсем çинче «Узнайте свою задолженность» ятлă баннер пур. Унта ИНН тата хушаматпа ят, ашшĕ ятне кăтартсан парăмне кăна мар, налук тÿлемелли квитанцине те пичетлесе кăларма пулать. Налуксене тÿлеме пур условисем те туса панă пулсан, ăна вăхăтра тÿлемелли паллах ĕнтĕ.