АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А.Линга паттăра асăнса

18 мая 2010 г.

Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕ, интернационалла тивĕçе пурнăçласа Афган вăрçинче пуçне хунă Александр Линга ячĕпе ялта çăмăл атлетикăпа ăмăрту иртнĕ. Тупăшăва районти 17 шкултан 400 спортсмен хутшăннă.

Ăмăртăва хутшăнакансене район пуçлăхĕ ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, шкул директорĕ А.Димитриев, Чупай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Е.Вавилова, «Аван-Полимер» тулли мар яваплă обществăн пуçлăхĕ, районти воин-афганецсен совечĕн председателĕ О.Ильин, Шупашкарти Олимп резервĕсен училищин тренерĕ Л.Тихонова, А.Линга воин-интернационалистăн шăллĕ С.Линга, спорта аталантарма тивĕçлĕ тÿпе хывакан В.Павлов спонсор саламланă, ăнăçусем суннă.

Ăмăрту пуçланас умĕн шкулти стадионта Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнĕ ятпа тата Афган вăрçин паттăрĕсене, шкултан вĕренсе тухнă, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ пултаруллă спортсменсене асăнса Çĕнтерÿ аллейине йывăçсем лартнă.

Малтанах 150 метрлă дистанцие 6-7 çулсенчи хĕр ачасем тухнă. Чи пултаруллисем Чупай шкулĕнчи В.Филипповапа А.Петрова, Çĕнĕ Кинчерти Н.Риманова пулнă. Çак дистанцирех ар çын ачасенчен Çĕнĕ Кинчерти Д.Сотников çĕнтернĕ.

Тĕрлĕ ушкăнсенче пĕрремĕш вырăнсене А.Сергеева, Л.Максимова (Энĕшпуç), Д.Никитин (Вăрмар поселокĕ), Е.Данилова, С.Матвеева (Кĕлкеш), А.Ильин, Р.Степанова (Пинер), В.Петров, И.Долгова, К.Линга, А.Петров, В.Иванов (Чупай), Е.Максимова (Арапуç), Н.Никитин, Г.Егоров, Е.Семенова, А.Топтыгин (Пысăк Енккасси), С.Васильев (Мăнçырма) çĕнсе илнĕ.Çитĕнсе çитнисем хушшинче çĕнтерÿçĕсен ятне Н.Павлов (райадминистраци), С.Егорова («Раççей чукун çулĕсем» АУО) тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика