АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çÿллĕ шайра уявларĕç

18 мая 2010 г.

Юбилейлă Çĕнтерÿ кунне Мăнçырмасем тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илчĕç. Чи паллă та ял çыннисем пысăк хак панă ĕçĕ - вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăка çĕнĕ сĕм кĕртни, çĕнĕрен панносемпе пуянлатни. Ку ĕçе пуçарса яраканĕсем - ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Семеновпа район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, шкул директорĕ В.Николаев. Кирек мĕнле ĕçе тума та укçа-тенкĕ кирлĕ. Мăнçырмасен шанчăклă, яланах пулăшма хатĕр спонсорсем нумай. Ку хутĕнче те нихçан та укçа-тенкĕпе пулăшмасăр тăман «Мускаври Мăнçырма каччисем» вăрçă участникĕсене халалласа лартнă палăка çĕнетме хаваспах килĕшрĕç. Вĕсем: «Паркет çурчĕ» фирмăн генеральнăй директорĕ Ю.Афанасьев, тĕрлĕ строительство компанийĕсен директорĕсем В.Ивановпа, Ю.Иванов тата «Слава» КФХ ертÿçи В.Павлов.

Шел те, ветерансен шучĕ çулран çула чакса пырать. Пиллĕкĕн тăрса юлнă вĕсем Мăнçырма ялĕнче, тăваттăшĕ (йывăрпа пулин те) уява пыма вăй-хал çитернĕ.

Çĕнтерÿ уявне ирттерсе яма ялти Культура çурчĕн ĕçченĕсем туллин хатĕрленнĕ. Ертсе пыраканĕсем - Т.Матвеева библиотекарьпе Л.Романова илемлĕх ертÿçи. Шкул ачисем сăвă-юрăра хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç.

Çамрăк армеецсен парачĕ уяв пĕлтерĕшне татах пуянлатрĕ. Вĕренекенсем класпа класс уйрăмшарăн тăрса ветерансем умĕпе юрă юрласа иртрĕç. Ветерансен пурин те куçĕсем шывланчĕç, тен, хăйсен фронтри вăхăтне аса илчĕç пулĕ е çак ачасен вĕсем чăтса ирттернипе курмалла ан пултăрччĕ тесе шухăшларĕç.

Уява Мăнçырма ял чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид иерей хутшăнни татах та пысăк пĕлтерĕшлĕ турĕ. Наталия матушкăпа иккĕшĕ кашни ветерана хăйсен ячĕпе парне кÿчĕç, малашне те ырă-сывă пурăнмалла пултăр тесе пил пачĕç.

х     х     х

1418 кунпа çĕр тăсăлнă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи инкекĕ çапман кил те юлман пулĕ Энĕшпуçĕнче. Апла пулин те чунĕпе паттăр, вăй-халĕпе хастар халăх çĕнтерĕве çапăçу хирĕсенче те, тылра та юнпа тата тарпа çывхартнă. Энĕшпуç ял тăрăхĕнче паянхи кун тĕлне 3 вăрçă участникĕ пурăнать. Вăхăт иртет, вăрçă салтакĕсен йышĕ çулсерен чакса пырать. Анчах вĕсен паттăрлăхĕ ĕмĕрлĕхе асра юлĕ.

Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине Энĕшпуçĕнче майăн 8-мĕшĕнче уявларĕç. Иртенпех ялта вăрçă çулĕсенчи юрăсем янăрарĕç. Кăнтăрла çитеспе ял варринче вырнаçнă Хурланакан Амăшĕ палăкĕ патне халăх пуçтарăнчĕ. Вăрçă вăхăтне сăнарлакан автомашинăсен колонни ялти палăк умне çитсе чарăнни те уяв пĕлтерĕшне çĕклерĕ, çынсене пулса-иртни шухăш авăрне путарчĕ.

Митингра Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов, район пуçлăхĕн çумĕ, райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, шкулти Çар Мухтавĕн музейĕн руководителĕ И.Криков Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе уява пухăннă халăха саламларĕç. Шупашкартан килнĕ вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕ вăрçă çулĕсенчи кĕвĕсене калани те халăх кăмăлне уяв сĕмĕ кĕртрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика