18 мая 2010 г.
Вăрмар тăрăхĕн «Тăван ен» историпе тавра пĕлÿ музейĕ Аслă Çĕнтерÿ уявĕнче хăйĕн алăкĕсене яриех уçрĕ.
Май уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне музейçăсем палăртнă пекех виçĕ зала илемлетсе хатĕрлесе çитернĕ, çĕнтерÿ кунне пухăннисем савăнăçлă хыпара пĕлсе пĕрин хыççăн тепри залсене курса çÿрерĕç. Акă, этнографи залĕ, ăна «Вăрмар тăрăхĕн ĕлĕкхипе авалхи» тесе ят панă. Кантăк сентре çинче мамонтсен ĕмĕрне сăнлакан экспонатсене куратпăр. Иртнĕ пурнăçа кăтартакан кĕлет, хура пÿрт, кил хушшинче усă курнă япаласем, ĕç хатĕрĕсем. Тепĕр кантăк сентре çинче чăваш хĕрĕн (хĕрарăмĕн) çи-пуçĕ. 19-мĕш ĕмĕртиех вăл, тĕррисем питĕ ĕлккен вара.
Иккĕмĕш залра Вăрмар тăрăхне ырă ят илме пулăшнă Н.Курбатов купцан авса хатĕрленĕ сĕтел-пукан фабрикин ĕçĕ-хĕлне куç умне кăларакан стендсем, сентресем. Вăрмар станцийĕн кун-çулне сăнлакан экспонатсем питĕ интереслĕ, уйрăмах «1913-1927 çулсенчи сăнлăх» тесе ят панă диорама куракансене илĕртет. Вăрмар станци начальникĕн ĕç пÿлĕмĕн интерьерĕнче те фабрикăра 1950-мĕш çулсенче кăларнă сĕтел-пуканпа усă курнă, ку та паха.
Вăрмар енри паттăр ентешсене халалланă зала «Паттăрлăх, астăвăмпа хурлану» тесе ят панă. Темине кура экспозицине те çапла хатĕрленĕ. Кунти кашни сăн ÿкерчĕк, кашни чăнлав, кашни япала иртнĕ вăрçăн ахрăмне ас тутарать. «Н.Зарубин штурман экипажĕн паттăрлăхĕ» диорама, «Амăшĕ», «Пуçтарман уй-хир», «Парăнман ял» картинăсем шухăша яраççĕ, Аслă Аттелĕх вăрçи хăрушă саманчĕсене куç умне кăлараççĕ. Картинăсем тенĕрен, вĕсем музейра чылай, çĕннисем те пур, малтанхисене, сăмахран, диорамăсене (вĕсем виççĕ) çĕнетсе илемлетнĕ.
- Картинăсене чылайăшне Чăваш Республикин Культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.Васильев парнелерĕ, вăлах Шупашкар художникĕсем ÿкернĕ диорамăсене реставрацилерĕ. В.Богданов ÿнерçĕ парнеленĕ ĕçсем те пур, - пĕлтерчĕ музей директорĕ В. Цыфаркин.
4-мĕш залĕ те пушă мар, кунта çар пурнăçне сăнлакан тĕрлĕ экспоната тăратнă. Тĕслĕхрен, салтаксемпе офицерсен тумĕсем, вăрçă темипе хайланă юрăсен грампластинкисем - вĕсене юрлаттарма патефонĕ те пур. Экскурсантсене уйрăмах илĕртекенни вара В.Шапеев вĕрентекен ăсталанă самолет моделĕсем. Вĕсем пурте Иккĕмĕш тĕнче вăрçинче вĕçнĕ, çапăçусене хутшăннă самолетсен тĕслĕхĕсем.
- Пире ăнланакансем пур, - тет В.Цыфаркин. - Акă иртнĕ çул бюджетран пулăшу илме май пулмарĕ, çапах та ĕç чарăнса лармарĕ. Тавах, Мăнçырма шкулĕн директорĕ В.Данилов, «Вăрмар районĕн ЖКХ УК» тулли мар яваплă общество инженерĕ Л.Лукин кирлĕ япаласем туянса пачĕç. Энĕшпуçĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Пенза облаçĕнче пурăнакан В.Андреев профессор тĕрлĕ хатĕрпе тивĕçтерчĕ (вăлах музей çуртне тума йĕркеленĕ пухмача та укçа-тенкĕ хывнăччĕ). В.Волков предприниматель сентре тума кантăк касса пачĕ, алă вăйĕ кирлĕ чухне тавра пĕлÿçĕсем ырă кăмăлпа пулăшрĕç. Кăçал район администрацийĕ ыйтнă чухлех укçа-тенкĕпе тивĕçтерчĕ те, ĕç-пуç та кал-кал пычĕ.
Эпир, редакци ĕçченĕсем, вĕсем мĕнле тăрăшнине курсах тăтăмăр, çĕнтерÿ кунĕ тĕлне парне хатĕрлесе ĕлкĕрнишĕн вĕсемпе пĕрлех савăнтăмăр. Пĕтĕм тĕнчери музейсен кунĕ ячĕпе саламласа малашне те хастар пулма сунатпăр, музейăн тепĕр залне, «Вăрмар ен çыннисен кун-çулĕпе ăраскалĕ» ятлăскерне те илемлĕ те пуян хатĕрлесе çитермелле пултăр.