18 мая 2010 г.
Административлă право йĕркисене пăсассине хирĕç кĕрешесси çинчен кăларнă Раççей Федерацийĕн Кодексне граждансен пурин те пăхăнса пурăнмалла. Уйрăмах коллективлă пухăнса митингсем, пухусем, демонстрацисем ирттернĕ чухне тата пикетсем йĕркелекенсен, йышлăн халăхпа утнă чухне, саккун йĕркине çирĕп тытса пымалла.
Енчен çак вăхăтра РФ Кодексĕн палăртнă саккунне ăна йĕркелекенсем пăсрĕç пулсан, унăн 20.2 статйипе килĕшÿллĕн вĕсене 1 пинрен пуçласа 2 пин тенкĕ таран, унта хутшăнакансене 500 тенкĕрен пуçласа 1 пин таран административлă майпа штрафлама пултараççĕ.
Санкцилемен митингсене, демонстрацисене, халăхпа ушкăнăн утассине йĕркелекенсене халăхшăн тата унта пурăнакансемшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан вырăнсенче ирттернĕшĕн те 1 пин тенкĕрен пуçласа 2 пин тенкĕ таран административлă майпа штрафлаççĕ е 15 талăка хупса лартма пултараççĕ.
Митингсем, демонстрацисем ирттернĕ чухне тата пикетсем йĕркелесен, халăхпа утнă чухне экстремистла ĕçсене яхăнне те ямалла мар. Массăллă акцисене йĕркелекенсем РФ законодательствине çирĕп пăхăнассипе яваплă пулмалла. Енчен те экстремистла пулăмсем килсе тухсан ăна чарса лартассипе васкавлă кирлĕ мерăсем йышăнмалла. Çавăнпа та массăллă акцисем ирттериччен ăна йĕркелекенсен Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен пайне çыру çырса пĕлтермелле. Массăллă акцине хутшăнакансен хăйсемпе пĕрле хĕç-пăшал тата граждансен сывлăхне сиен кÿрекен ытти япаласем пулмалла мар.
Массăллă акци ирттернĕ чухне экстремистла организацисен символикипе тата атрибутикипе усă курма юрамасть, çавăн пекех экстремистла материалсене салатма ирĕк памалла мар. Енчен те ку тĕлĕшпе унта хутшăнакансем саккуна пăсрĕç пулсан, ăна йĕркелекенсен васкавлă майпа сирсе ямалла. Çак ĕçсене пурнăçлама чарăнмасан РФ шалти ĕçсен пайĕн представителĕсем массăллă акцине РФ законодательствипе килĕшÿллĕн чарса лартма пултараççĕ. Çавăнпа та ку енĕпе палăртнă РФ Кодексне пурин те пăхăнмалла.