18 мая 2010 г.
Республика кунĕ çывхарса пынă май Вăрмар райповĕ ăна тивĕçлипе кĕтсе илессипе чылай ĕçсем туса ирттерет. Таварсене ваккăн сутассипе те, общество апатланăвĕн предприятийĕсен ĕçĕпе те, хăйсем продукци туса кăларассипе те, пурлăхпа техника базине çирĕплетессипе те курăмлă утăмсем тăваççĕ.
Акă нумаях пулмасть Тикаш ялĕнчи райпо лавккине çĕнĕ сăн кĕртме тытăнчĕç. Капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçлассипе строительсен 2 бригади тăрăшать. В.Степанов, Н.Иосифов отделка ĕçĕсем тăваççĕ. Б.Максимов, В.Иванов, А.Иванов лавкка çивиттине витеççĕ. Асăннă лавккара туянакан тавара ирĕклĕ майпа суйласа илме пултарĕ. Ăна шал енчен хăтлăх кĕртессипе те тăрăшаççĕ кунти рабочисем. Суту-илÿ предприятийĕсем паянхи вăхăтпа килĕшÿллĕ сăн илни кирек кама та савăнтарать. Çавăн пек çĕре çын кĕрсе тухмасăр, хăйне кирлĕ тавара туянмасăр иртместех. Аякри ялта пурăнаканшăн лавкка вăл - чун-чĕрене уçса калаçмалли вырăн та. Кунта тăрăшса вăй хуракан пултаруллă та вашават Ю.Нарсова заведующипе З.Гаврилова сутуçă халăха вăхăтра тата пахалăхлă тавар тивĕçтерессипе тимлеççĕ.
«Потребкоопераципе халăх хушшинчи хутшăнусем çирĕп те шанчăклă пулччăр тесе тăрăшасси - кооператорсен тĕп тĕллевĕ. Иккĕленмелли çук, эпир вĕсене ĕçпе çирĕплетессишĕн хамăр мĕн пултарнине пĕтĕмпех тăвăпăр. Иртнĕ çул пирĕн районта Республика кунĕ пулнă май, эпир, поселокри лавккасене евроюсав турăмăр, кăçал вара ял лавккисене çĕнетме палăртатпăр. Тикашри райпо лавккипе пĕрлех Кивĕ Шулхан, Энĕшпуç ялĕсенчи суту-илÿ вырăнĕсене хăтлăх кÿрессипе ĕçлетпĕр», - теççĕ райпо ĕçченĕсем.
Апла пулсан пĕрлехи вăйпа, пĕр-пĕрне пулăшса районта потребкооперацине малашне те аталантарса пырасса шанатпăр.