14 мая 2010 г.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче Петр Михайлович Лыжев хаçатсем урлă çынсене укçа-тенке перекет кассине хывнин усси пысăк пулни пирки тăтăш ăнлантаратчĕ. Унпа Çĕрпÿ район хаçатĕнче ĕçленĕ чухне паллашма тÿр килнĕччĕ. Паянхи кунчченех çыхăну татмастпăр. Çак кунсенче каллех тĕл пултăмăр. Тÿрех кăмăллă хыпар пĕлтерчĕ вăл. Мăшăрĕпе, Елизавета Александровнăпа, çемье чăмăртанăранпа çур ĕмĕр çитет иккен.
Петя (çапла чĕннĕ ăна ача чухне) июлĕн 1-мĕшĕнче Вăтакас ялĕнче çуралнă. Вăл сакăр çул тултарнă тĕле нимĕç фашисчĕсем Совет çĕрĕ çине тапăнса кĕреççĕ. Ашшĕ, Михаил Лыжев, малтанхи кунсенчех хаяр вăрçа тухса каять. Çулталăкран хыпарсăр çухални çинчен хут çитет. Çемьере - калама çук пысăк хуйхă. Тĕлĕнмелле вĕт - 1943 çулта тупăнать ашшĕ. Йывăр аманнă салтак госпитальте ултă уйăх сипленнĕ-мĕн. Килте çур çул пурăнса вăй илсен ăна каллех фронта илсе каяççĕ.
Михаил Григорьевич киле пĕр çыру яма ĕлкĕрет. Çавăн хыççăн çыхăну пачах татăлать.
- Вăрçă çулĕсенче çав тери йывăрччĕ, - аса илет П.Лыжев. - Малтанхи çул, шартлама сивĕре, анне Чĕкету, Анаткас, Пинер тăрăхне окоп чавма çÿренĕ. Эпир, ачисем, сивĕ пÿртре ларнă. Колхозра лашасем сахаллипе Вăрмарти элеватортан çурхи шыв-шурта вăрлăх йăтнă. Кăштахран вăкăрсем кÿлме вĕрентрĕç. Аннесем каçсерен фронт валли чăлха-нуски, икĕ пÿрнеллĕ алсиш çыхатчĕç. Сентябрь уйăхĕнче çитĕннисемпе пĕрле çурлапа тырă та вырнă. Шкулта октябрь уйăхĕнче çеç вĕренме тытăнаттăмăр. Анне йывăр ĕçе пула 54 çултах çут тĕнчерен уйрăлчĕ.
1948 çулта Петя Пинерти çичĕ класлă шкула лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Канашри финанс техникумне каять.
- Техникум кивĕ, хăлтăр-халтăр çуртраччĕ. Ăна çĕнетес тĕллевпе укçа тума классемпе черетленсе вакун пушатма çÿреттĕмĕр, - аса илет П.Лыжев. Техникума ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн çамрăк специалиста Мари АССРне ĕçлеме яраççĕ. Параньга районĕн финанс пайĕн бухгалтерĕ пулма шанаççĕ. Тепĕр çулхи март уйăхĕнче 17 çулти Петр Лыжева Сенур районĕнчи финанс пайĕн тĕп бухгалтерне çирĕплетеççĕ...
Çартан таврăнсан Вăтакас каччи тăван тăрăхра вăй хума тытăнать. Октябрьски районĕнчи перекет кассин бухгалтерĕнче хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă специалиста финанс министерствине ревизора ĕçлеме куçараççĕ.
1975 çулта П.Лыжев Чăваш АССР патшалăх перекет кассин тата ЧАССР патшалăх кредит ревизин пайĕн пуçлăхĕн çумĕ, икĕ çултан кредит пайĕн ертÿçи пулса тăрать.
- Тилхепене алла тыттарсанах пурлăх никĕсне аталантарас пирки шутлама тытăнтăм. Шупашкар хулинчи М.Горький проспектĕнче пурăнмалли çурт çĕклерĕмĕр. - Кĕçех çĕршывра ĕç укçине перекет касси урлă памалла турĕç. Ĕçлекенсен шучĕ те палăрмаллах ÿсрĕ çав çулсенче. Перекет кассинчен рабочисене шалу паракан предприятисем пулăшнипе тата хамăр тăрăшнипе «Октябрь 50 çулĕ» урамра çĕкленĕ çĕнĕ çуртра тĕп касса уçрăмăр. Унтан - филиалсем. Халĕ алăсенчи пÿрнесем те çитмеççĕ çав çулсенче республикăри район центрĕсенче туса лартнă перекет касси çурчĕсене шутласа кăларма!
Лыжевсен туслă та пысăк çемье. Кам-ши Петр Михайлович мăшăрĕ; Çемье пуçĕпе пĕр ялтанах иккен Елизавета Александровна. Петĕр унран пилĕк çул аслăрах пулнипе каччă яла салтак тумĕпе киличчен хĕр çĕр çинче çавăн пек çын пулнине пĕлмен те. Петĕр шкулта çичĕ класс пĕтерсенех ялтан тухса кайнă-çке-ха.
Çартан отпуска килнĕ ывăлне амăшĕ хĕпĕртесе кĕтсе илет. Каччă тăван ял çыннисене курас тесе колхоз пухăвне каять. Унта ашшĕпе пĕрле Лиза та пынă-мĕн. Яштака та çутă сăн-питлĕ каччăна курсан хĕрĕн чĕри хăвăрттăн тапма тытăнать, вăрттăн юрату туйăмĕ çуралать. Каччă та, хăй сисмесĕр тенĕн, куç хывать çамрăк хĕре.
Елизавета «Победа» колхозра ĕçченлĕхпе те типтерлĕхĕпе ыттисемшĕн тĕслĕх пулнă. Пĕр вăхăт вăл участок больницинче те ĕçленĕ. «Çиппине кура йĕппи, каччине кура хĕрĕ»,- тенĕ ваттисем. Хастар та мал ĕмĕтлĕ икĕ çамрăк çемье çавăрнине ялта пурте ырланă, вĕсемшĕн савăннă. Тăватă ывăл Лыжевсен: Вячеслав, Андриян, Михаил, Александр. Асли, Вячеслав, халĕ республика шайĕнчи яваплă вырăнта тăрăшать. Хĕсметрен таврăнсан Чернобыль «авăрĕнче» те пулнă, инкеке сирсе ярас ĕçе хутшăннă. Иккĕмĕшне, Андриян Николаев космоса çĕкленнĕ кун çĕр çине килнĕскере, ун ятне панă. Пурнăç çулĕ çине хăй тĕллĕн çирĕп тăма вăл Тюмень облаçне тухса каять, Ханты-Манси автономи округĕнчи Приобье поселокĕнче тымар ярать, мăшăрĕпе хĕрпе ывăл ÿстерет. Михаил Лыжев çемйи - тăван хуларах, вĕсен ывăл çитĕнет. Тăваттăмĕш ывăлĕ Александр та çемье çавăрнăччĕ. Шел те, кинĕ Надежда йывăр чире пула çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Виçĕ çул тултарнă мăнукĕ Артем ырă кăмăллă аслашшĕ-асламăшне çав тери юратать.
Елизавета Александровна пенсие Шупашкарти аш-какай комбинатĕнчен тухнă. Унта вăл çирĕм çул вăй хунă. Çуралса ÿснĕ тăван ялĕнчи ашшĕ-амăшĕн кил-çурт вырăнне те пăрахман Лыжевсем. Унта кайсах тăраççĕ, çу кунĕсенче пахчара ĕçлеççĕ, тĕрлĕ çимĕç ÿстереççĕ.