14 мая 2010 г.
Çĕр-аннемĕр ĕмĕрĕпех халăха хăйĕн пурлăхĕпе тăрантарнă, вăл этеме мĕн кирлине пурне те парать, анчах та хăйне хăй сыхлаймасть. Çавăнпа та ăна мĕн авалтанпах чăн-чăн арçынсем - йывăрлăхран хăраманнисем - сыхлаççĕ.
Иртнĕ кунсенче районта Призывник кунне ирттерчĕç. Культурăпа кану центрĕнче пулас салтаксене мухтаса илемлĕ юрă-кĕвĕсем шăранчĕç. Ăсату каçне ертсе пыракан Т.Гавриловапа Л.Ковалевская салтаксен паттăрлăхĕсене аса илсе сăвă йĕркисем каларĕç, илемлĕ юрăсем юрларĕç, куракансен кăмăлне çĕклерĕç. И.Филиппов юрăç вара салтаксем пирки хывнă илемлĕ юрăсемпе залра ларакансене тыткăнларĕ. «Вырăс каччи пульăран пытанмасть, тармасть, ыратнипе йынăшмасть, вутра та çунмасть, шывра та путмасть», - шăранчĕ залра юрă. Ку чăнахах та çапла ĕнтĕ, çакна иртнĕ вăрçăра Раççей халăхĕ хăйĕн паттăрлăхĕпе кăтартса пачĕ. Мирлĕ вăхăтра хăш-пĕр хĕрÿ вырăнсенче те пирĕн каччăсемех паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнă.
Уява Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулти И. Егорова «Россия» юрăпа пуçларĕ.
Малтанах призывниксене район пуçлăхĕ В.Кириллов ăнăçу сунса ăшă сăмахсем каларĕ.Чăваш Республикин çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пайĕн пуçлăхĕ М.Пуклаков пулас салтаксене ырă çул сунса кĕскен салтак пурнăçĕпе паллаштарчĕ, телей сунчĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ, икĕ орден кавалерĕ А.Андреев çамрăксене ырлăх-сывлăх сунса чăваш ятне çÿлте тытма сĕнчĕ. Çавăн пекех призывниксене çĕршыв чиккине сыхланă, халĕ райадминистрацинче гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен сектор заведующийĕ Ю.Ефимов, Пысăк Енккасси шкулĕнче кадетсен класĕнче вĕренекен А.Романов, Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ В.Табакова, хĕрарăмсен районти совечĕн председателĕ Г.Петрова такăр çул, каялла çаврăнса килме ăнăçусем сунчĕç. Ăсату каçне малтанхи çулсенче района ертсе пынă тата вăрçăра пулнă хăш-пĕр ветерансем те хутшăнчĕç. Призывниксене хĕсметре малтанхи вăхăтра кирлĕ парнесем пачĕç.
Юлашкинчен пурте пĕрле Çĕнтерÿçĕ-салтак палăк тата Афганистанра пуçĕсене хунă салтаксене асăнса лартнă монумент умне кайса чĕрĕ чечексем хучĕç, асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç.