14 мая 2010 г.
тенĕ мĕн авалтан. Çавăнпа та çĕр ĕçченĕ çурхи хĕвеллĕ кунăн кашни минучĕпе, сехечĕпе туллин усă курас тесе тăрăшать. Кăçал çанталăкĕ уяр та хĕвеллĕ тăнипе пушшех те васкатать. Хальхи вăхăтра районта çурхи ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ. Майăн 12-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 8450 гектар çинче акса хăварнă, ку палăртнă планпа шутласан 97 процент пулать. Çурхи тулăна 5456 гектар çинче, урпана - 2844, сĕлле - 150, горчицăна 128 гектар çинче акса хăварма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. 520 гектар çинче çĕр улми лартнă, çакă палăртнинчен 56 процент пулать, пахча çимĕçе 15 гектар çинче кăна лартнă-ха (65 процент). Ку енĕпе «Шигали», «Вăтам Энĕш», «Павлов В.», «Ямуков Г.», «Иванов В.» хресчен (фермер) хуçалăхсемпе «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики лайăх ĕçлесе пыраççĕ.