АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăвна шансан çитĕнÿ пулĕ сан

14 мая 2010 г.

Хăвна шансан çитĕнÿ пулĕ сан

Маларахри çулсенче пысăк хуçалăхсем вакланса пĕтрĕç. Чунĕпе ял шăпишĕн хыпса çунакансем вара юхăннисене хăйсем çине илме те шикленсе тăмарĕç. Вĕсен шутĕнче те ĕнтĕ Энĕшпуçĕнчи Геннадий Иванов.

Ĕçне малалла аталантарма май килмен унăн. Вунă çул каялла пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. «Никĕсне хывса хăварнă» теççĕ кун пек чухне. Çак никĕс çинче тытăннă та ĕçлеме унăн аслă ывăлĕ Иван Геннадьевич. Тин çеç аслă пĕлÿ илнĕ çамрăка, тен, маларах çăмăлах та пулман. Тăрăшнă, пуçне усман, йывăрлăха парăнман. Унăн шăллĕ, Дмитрий Геннадьевич та, ашшĕн ĕçне малалла аталантарма хирĕç пулман. Ял хуçалăх академийĕнче вĕреннĕ чухнех ку ĕçе «çыпăçать». «Ĕçчен çынна ĕç яланах тупать», - тенĕ пек Энĕшпуçĕнчи Ивановсем те «Шоркистринский» кооператива çулсерен аталантарса пыраççĕ. Кирпĕч çапса кăларнисĕр пуçне тыр-пул, пахча çимĕç акса çитĕнтерме тытăнаççĕ, хресчен (фермер) хуçалăхĕ йĕркелеççĕ. Çĕнĕрен энерги тата ресурс перекетлекен ял хуçалăхăн тĕрлĕ техникине, автомашинăсем туянаççĕ. Çĕр лаптăкне те ÿстерсех пыраççĕ, ĕçлеме ÿркенмеççĕ. Акă, эпĕ вĕсем патне кайнă кун та икĕ пĕр тăван çĕр улми лартнă çĕрте тĕрмĕшет, вĕсемпе пĕрле - В.Белов, А.Ефремов. Хăшĕ тракторист е водитель, рабочи - уйăрма йывăр. Пур ĕçе те хăйсемех пурнăçлаççĕ. Кĕске вăхăт хушшинче 75 гектар çинче çĕр улми лартса хăвармалла. Вĕсен сорчĕсем те тĕрлĕрен: Невский, Удача, Скарлетт... Пĕрчĕллĕ, пăрçа йышши культурăсене акса пĕтерсен куçнă вĕсем çак уя. Кĕрхи тулă шăнса пĕтнишĕн пăшăрханаççĕ, 250 гектар акнă пулсан 150-шĕ тĕппипех пĕтнĕ. Ăна вара çурхи культурăпа улăштарма тивнĕ. Унсăр пуçне 40 гектар çинче урпа, 80 гектар çинче тулă кĕçех шăтса тухĕç. Ивановсем пыл хурчĕ те тытаççĕ. Вĕллесене лартма вырăнне хатĕрлеме тытăннă та. «Хамăра хамăр кăна шанса пурăнатпăр, унсăрăн çитĕнÿсем пулмаççех», - теççĕ ĕçпе пиçĕхнĕскерсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика