АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ейÿ шар кăтартмарĕ

12 мая 2010 г.

Кăçал хĕл сивĕ пулчĕ, çĕр сийĕ 80-150 сантиметр тарăнăш шăннă. Юр калăпăшĕ те, унри шыв саппасĕ те халичченхи çулсенчипе танлаштарсан чылай нумайрах пулчĕ. Çавăнпа та çурхи ейÿ шар кăтартасран сыхланса республикăра та, çав шутра районта та малтанах тĕплĕн хатĕрленнĕ. Çак ĕçсене районти прокуратура ĕçченĕсем тăтăшах тĕрĕслесе тăчĕç, унăн тăрăх çакă паллă пулчĕ: районта ейÿпе кĕрешекен комисси туса хунă. Ăна район пуçлăхĕн заместителĕ - ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕ Л.Петров ертсе пынă.

Ял тăрăхĕсенче кунти ял хуçалăх предприятийĕсемпе пĕрле йĕркеленĕ ĕçлĕ ушкăнсем те пулнă, çак ейÿ вăхăтĕнче ĕçлеме ятарласа план туса хатĕрленĕ. Ейÿ шар ан кăтарттăр тесе ку енĕпе йĕркеленĕ комисси членĕсемпе прокуратура икĕ лару ирттернĕ. Кашни ял çумĕнчех пĕве е кÿлĕ пур. Обьект хăш территорире вырнаçнă - уншăн çав тăрăхри пуçлăхсем яваплă пулнă. Çавăнпа та ларура хăш-пĕр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен туса ирттернĕ ĕçсем пирки отчетсем итленĕ.

Ейÿ вăхăтĕнче гидротехника сооруженийĕсенче пĕр авари те пулман. Ейÿпе çыхăннă лару-тăрăва райадминистрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен сектор, «Чувашмелиоводхоз Управленийĕ» федераци патшалăх учрежденийĕ кунĕн-çĕрĕн сăнаса тĕрĕслесех тăчĕç. Çурхи шыв-шур тапхăрĕ йĕркеллех ирттĕр тесе мĕн тумаллине пĕтĕмпех пурнăçланă. Телее çак тапхăр пĕр аварисĕр, лăпкă лару-тăрура иртрĕ. Ейÿ шар кăтартмарĕ. Тĕрĕслÿ вăхăтĕнче саккуна пăснă тĕслĕхсене тупса палăртман.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика