АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Поселокăн тÿнтер енĕсем

12 мая 2010 г.

Çуркунне вĕçленсе пырать ĕнтĕ. Çавна май районти организацисемпе уйрăм граждансем поселокра тирпей-илем кĕртес ĕçе вĕçлесе пыраççĕ. Хĕллехи вăхăтра пуçтарăннă ăпăр-тапăра та пуçтармалли вăхăт.

Урамра çилпе полиэтилен хутаççисем вĕçеççĕ, йĕри-тавра кĕленчесем, сăра савăчĕсем выртаççĕ. Хамăра хамăр «Кам-ха эпĕ мар пулсан;» ыйту пама вăхăт, мĕншĕн тесен коммуналлă службăсем пирĕн хыççăн пуçтарса ĕлкĕреймеççĕ. Хамăр пурăнакан урамсене, çуртсен умĕсене тасалăхра тытасси пирĕн тивĕç. Нумайăшĕ çакна ăнланать, пурнăçлать те. Çапах та пурăнакан çуртсем умĕнче ăпăр-тапăр, тимĕр-тăмăр, строительство материалĕсем пуçтарăнса кайнă тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ. Паллах, пурнăç малалла, çурт-йĕр хăпартасси те кирлĕ. Кил умĕнче строительство материалĕсене вăхăтлăха тытма никам та чармасть. Вăрмар хула тăрăхĕнчен çакна тума ирĕк паракан хут кăна илмелле. Пурнăçламаннисене вара административлă наказани лекет. Территорие тирпей-илем кĕртес правилăсене пурнăçламан граждансене 200 тенкĕрен пуçласа 1000 тенкĕ таран, должноçри яваплă çынсене 500 тенкĕрен пуçласа 1000, юридици сăпатĕнчи çынсене 10000-рен 20000 тенкĕ таран административлă штраф пама пултараççĕ.

Поселокра автомобиль, мотоцикл транспорчĕсен шучĕ самай ÿсрĕ. Ыйту тухать: «Транспорта ăçта лартмалла;» Автомобильсене каçхине çуртсен чÿречисем айне, газон çине лартаççĕ. Çапла бордюрсене ватаççĕ. Çынсем хăйсен куçĕпе кураççĕ, анчах шарламаççĕ - кÿршисемпе вăрçас килмест. Районти шалти ĕçсен пайĕ çакăн пек йĕркене пăсакансене тивĕçлĕ наказани парасси пирки асăрхаттарать. «Чăваш Республикинчи административлă йĕркене пăсассине асăрхаттарасси çинчен» саккунра çапла каланă:«Халăх пурăнакан вырăнсенче транспорт хатĕрĕсене юсаса территорие вараланăшăн, вĕсене темиçе хутлă хваттерлĕ çуртсен картишĕсенче, парксенче, газонсем çинче çунăшăн, салатма пуçланă транспорта юраман вырăнта тытнăшăн асăрхаттару е граждансене 200-тен пуçласа 500 тенкĕ, должноçри яваплă çынсене 1000-рен пуçласа 1500 тенкĕ таран, юридици сăпатĕнчи çынсене 10000-рен 30000 тенкĕ таран административлă штраф тивĕçет».

Çурхи-çуллахи вăхăтра çăмăл автомобильсем çинчен урапасем, аудиоаппаратура вăрласси анлă сарăлать. Çавăнпа автомобиль хуçисен уйрăмах тимлĕ пулмалла. Ашшĕ-амăшĕсен ачисене хăйсен велосипечĕсене пăрахса хăвармалла марри çинчен ăнлантармалла. Акă, Арапуçĕнчи çул çитмен ача велосипедне спорт комплексĕ çумĕнче хăварнă, сăнчăрне çăрапа çаклатнă. Анчах çакă та велосипеда вăрласа кайма чăрмантарман. Çул çитмен икĕ çамрăк усă курма та ĕлкĕрнĕ çын пурлăхĕпе. Çапла хăйсен пуласлăхне хăйсемех пÿлнĕ вĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика