АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи лайăх медицина ĕçченĕ - 2010

12 мая 2010 г.

Чи лайăх медицина ĕçченĕ - 2010

Пĕтĕм тĕнчери медицина сестрисен кунне халалласа районти Культурăпа кану центрĕнче «Чи лайăх медицина ĕçченĕ - 2010» конкурс иртрĕ. Çак уява пуçласа 1971 çулта паллă тунă. Ăна пуçарса яраканĕ - акăлчан медицина сестри Флоренс Найтингейл. Хальхи вăхăтра çак куна пĕтĕм тĕнчери медицина сестри паллă тăвать.

Конкурсăн девизĕ - «Медицина сестрисем пахалăхлă медицина пулăшăвĕ парса вăрах чирсенчен сывалма пулăшаççĕ».

Районти тĕп больницăра хальхи вăхăтра 188 медицина ĕçченĕ вăй хурать, вĕсенчен 139-шĕ тĕрлĕ квалификаци категориллĕ. Районти Культурăпа кану центрĕнче иртнĕ конкурса вара чи пултаруллисем, чи маттуррисем, хăйсен ĕçĕнче чăн ăстасем хутшăнчĕç. Акă вĕсем: ача-пăча консультацийĕн медицина сестри Ольга Александровна Павлова, инфекци уйрăмĕнче вăй хуракан Тамара Алексеевна Васина, анестезиологипе реанимаци уйрăмĕнчи медицина ĕçченĕ Ирина Николаевна Михайлова, васкавлă пулăшу уйрăмĕн фельдшерĕ Евгений Владимирович Тимофеев, рентген-лаборант Анна Владимировна Курбанова, ача-пăча уйрăмĕн медицина сестри Надежда Николаевна Родионова, хирурги уйрăмĕн аслă медицина сестри Наталия Алехиновна Гаврилова. Конкурс хăйне евĕрлĕ, интереслĕ те çивĕч иртрĕ. Кашни медицина ĕçченĕ хăйĕн пултарулăхне, ĕçри ăсталăхне пур енлĕн кăтартма пултарчĕ. Професси ăсталăхĕпе палăрнипе пĕрлех вĕсем юрласа-ташласа та чăн-чăн артистран та ирттерчĕç темелле. Çавăнпа та жюри членĕсене маттуртан маттуррине суйлама пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Конкурса пĕтĕмлетнĕ май «Чи лайăх медицина ĕçченĕ» ята васкавлă пулăшу уйрăмĕн ĕçченĕ Е.Тимофеев тивĕçрĕ. Ăна I степеньлĕ дипломпа наградăларĕç. «Хамăн профессипе мухтанатăп» номинацинче II степеньлĕ дипломпа О.Павлована наградăларĕç. III степеньлĕ диплома И.Михайлова тата А.Курбанова çĕнсе илчĕç.

«Медицина ĕçне чунтан парăнса ĕçлекен» номинацинче Т.Васина, «Ыр кăмăллăх», «Чун туртăмĕ» номинацисенче Н.Гаврилова тата Н.Родионова медицина сестрисем дипломсене тивĕçрĕç.

Пур професси те питĕ лайăх, анчах чун туртни пĕрре кăна. Çакна вара сцена çинче тупăшакан медицина ĕçченĕсем яр уççăнах палăртрĕç. Ĕçе çĕкленÿллĕ кăмăлпа çÿрекен чирлĕ çынна та хăйĕн чун тĕпренчĕкне парнелесе хăвăртрах сывалма май туса парать. Апла пулсан эпир те вĕсене яланах çĕкленÿллĕ кăмăллă пулма пархатарлă та çăмăл мар ĕçĕнче ăнăçу сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика