АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлĕ çынсен кунне хатĕрленсе

12 мая 2010 г.

РФ Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн Раççейри предпринимательство кунне кашни çул майăн 26-мĕшĕнче паллă тума йышăннă. Çавна май Чăваш Республикин экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерстви кăçалхи майăн 11- 21-мĕшĕсенче «Предпринимательсем ачасене пулăшу параççĕ» ятпа ыр кăмăллăх акци ирттерме палăртнă. Кунта интернатри, реабилитаци центрĕсенчи, шкулсенчи, ача сачĕсенчи çамрăк ăрăва пулăшу кÿресси кĕрет. Унсăр пуçне Раççейри предпринимательство кунне халалласа шкулсенче уçă уроксем ирттерме палăртнă. Пĕчĕк тата вăтам бизнесра вăй хуракансемпе ятарласа спартакиада та иртĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсем вара лайăх ĕçлекен предприятисемпе организацисен, вак бизнесра тăрăшса вăй хуракансен ĕç-хĕлне çутатĕç. Çÿлерех асăннă ыйтусене райадминистрацин экономика, промышленность, суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн пайĕ районти предпринимательсемпе йĕркеленĕ координациллĕ канашлура пăхса тухрĕç. Райадминистрацин пай начальникĕ Н.Краснова 2010 çулхи майăн 11-21-мĕшĕсенче ирттермелли мероприятисен планĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Канашлура уява халалласа спартакиада ирттермелли, ăна 2010 çулхи майăн 18-мĕшĕнче йĕркелемелли çинчен палăртрĕç. Майăн 26-мĕшĕнче Раççейри предпринимательство кунне Вăрмар поселокĕнче анлăн ирттерме палăртаççĕ. Кунта районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕнче предпринимательсем мĕнле тÿпи хывнипе яваплă çынсем тĕплĕн паллаштарĕç, вак тата вăтам бизнесра ăнăçлă ĕçлесе пыракансене чыслĕç, Шупашкарти эстрада çăлтăрĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕç. Çавăн пекех Арапуçĕнче вырнаçнă «Çемьене тата ачасене социаллă пулăшу паракан Вăрмарти центр» республикăри патшалăх учрежденине, районти шкулсене спонсорла пулăшу кÿресси пирки те пычĕ калаçу. Вак тата вăтам бизнесра вăй хуракансем Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкулта уçă уроксем ирттерме, предприятисемпе организацисенче (АВАН-ПОЛИМЕР тулли мар яваплă обществăра) экскурсисем йĕркелеме палăртаççĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама йĕркелÿ комитетне çирĕплетрĕç. 2010 çулхи майăн 21-мĕшĕнче уява халалласа республикăра иртекен конференцие хутшăнма 10 делегат суйларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика