АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 68 çултан салтак киле таврăнчĕ

12 мая 2010 г.

68 çултан салтак киле таврăнчĕ

Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 65 çул тултарнине пĕтĕм халăх чаплăн паллă турĕ. Уяв район халăхĕшĕн, уйрăмах Кĕлкешсемшĕн халичченхинчен уйрăмрах пулчĕ темелле, мĕншĕн тесен çак кун умĕн 68 çул каялла вилнĕ хучĕ килнĕ Кĕлкеш çыннин, Василий Иванович Ивановăн, ÿтне илсе килсе пытарчĕç.

«Вăрçă пуçлансан виççĕмĕш куннех вăрçа кайма ят тухрĕ аттен. Пире, пилĕк ачине, сĕтел хушшине лартрĕ те халь-халь йĕрсе ярас пек сассипе: «Аннÿне итлĕр, ăслă çынсем пулма тăрăшăр, сывă юлсан киле таврăнатăпах», - тесе питĕ хăвăрт пÿртрен тухса кайрĕ. Аслă пичче атте хыççăн чупса тухрĕ, эпир те унран юлас темерĕмĕр. Тула тухсан, атте пÿрт кĕтессине ыталаса ĕсĕклесе йĕнине куртăмăр та, хамăр та шанк хытса тăтăмăр, мĕншĕн тесен халиччен атте йĕнине пĕрре те курман эпир. Аттене вăрçа ăсатма пÿрт тулли тăвансемпе ял-йыш пухăннăччĕ, пурте йĕреççĕ, вăл çеç тухман куллипе куланçи туса шÿтлет. Пирĕн атте çав тери вăр-вар та хаваслă çын пулнă. Ăна ял çыннисем халĕ те çавăн пек астăваççĕ. Эпĕ атте вăрçа кайнă чух пĕчĕккĕ пулнă, малтанах çак самант еплерех йывăр пулнине ăнланман та пулĕ. Пурăна киле хам мĕн астунисене шухăшласа ăнланса илтĕм. Анне кунĕн-çĕрĕн хуйхăрса çÿретчĕ. 1942 çулта вара атте вилни çинчен хут килчĕ. Çак усал хыпара илтсенех анне тĕшĕрĕлсе анчĕ, аптраса кайса вырăнпах выртрĕ. Атте вилнĕ тенине вăл пурпĕрех ĕненмерĕ, тăтăшах кĕтетчĕ. Паян ак тин кĕтсе илчĕ вăл хăйĕн мăшăрне», - тет Зоя Васильевна Васильева(Спирина) куççульне пытараймасăр. Вăл Василий Ивановичăн хĕрĕ, халĕ Тăвай районĕнчи Нÿшкассинче пурăнать. Пилĕк ачаран иккĕшĕ кăна сывă, тепри - Геннадий Васильевич - Кĕлкеш ялĕнче тĕпленсе пурăнать. Пурте вĕсем ашшĕн вилнĕ ÿтне тупма тÿр килнишĕн, амăшĕпе юнашар пытарма пулăшнăшăн куççуль витĕр тав тăваççĕ. Василий Иванович блокадăри Ленинграда хÿтĕленĕ çĕре хутшăнса паттăррăн пуçне хунă. Унăн мухтавлă вăрçăри кун-çулĕ пирки Нева шывĕ айĕнче тупнă «Балтика» шырав отрячĕн аслă мичманĕ А.Смирнов та тепĕр хут аса илсе каласа пачĕ. Вăл хăй те, унăн ашшĕпе амăшĕ те Ленинградра çуралса ÿссе унтах пурăнаççĕ. Андрей Николаевич хăйĕн тăван хулине нимĕçсенчен хÿтĕлекенсене чĕререн тав туни çинчен пĕлтерчĕ, кĕскен вилнĕ Василий Ивановичпа «тĕл пулни» çинчен каласа кăтартрĕ: ку ĕç 2009 çулхи октябрь уйăхĕнче пулса иртнĕ. 16 метр тарăнăшĕнче пĕр пысăк кимĕ çинче 7 пулнă вĕсем, мĕншĕн тесен унта 7 винтовка тата çавăн чухлех атă-пушмак, кашăк, фляжка тата ытти те тупнă иккен вĕсем. Василий Ивановича вара медальонĕнчи ячĕпе тата килти адресĕпе пĕлме май килнĕ. Салтакăн ятне çырса хунă кашăкне те тăванĕсем патне илсе килнĕ вĕсем. Çавăн пекех вилнĕ вăхăтра пуçĕнчех пулнă каскине те пĕрле илсе килнĕ. Халĕ вĕсене тăван ялти шкул музейне парнелерĕç.

Василий Ивановича чысласа пытарма район пуçлăхĕ В.Кириллов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Г.Васильев, Санкт-Петербург хулинчи «Балтика» шырав отрячĕн руководителĕ А.Рыбаков, А.Смирнов аслă мичман, Чăваш Республикин çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пай пуçлăхĕ М.Пуклаков, шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов хутшăнчĕç. Вилнĕ çынна пытарнă чухне ирттерекен православи йăли-йĕркине - панихидăна - Мăнçырмари Тихвински Турамăш Турăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид аттепе Наталия матушка тата чиркÿре юрлакансен ушкăнĕ ирттерчĕç.

Хурлăхлă митинга район пуçлăхĕ В.Кириллов уçрĕ. Унтан кунта хутшăннă ытти яваплă çынсем пĕрин хыççăн тепри вăрçăн хăрушă саманчĕсене аса илсе тăван çĕршыва хÿтĕлекенсене ырăпа каларĕç.

Çапла вара паттăр салтак 68 çул хыççăн тăван çĕрте канлĕх тупрĕ. Ăна шăтăка антарнă чухне районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем виçĕ хутччен пăшалтан пени те халăха хумхантарса ячĕ. «Хăрушă сасса, «вăрçă» сăмаха çĕр çинче тек никам та ан илттĕр», - терĕç.

Çак мероприятие ирттерме «Акконд» акционерсен уçă обществин генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Иванов тата «Г.Ямуков» хресчен (фермер) хуçалăхĕ спонсор пулса пулăшнă. Вĕсене пĕтĕм район халăхĕ чĕререн тав тăвать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика