12 мая 2010 г.
Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине Вăрмар район халăхĕ çĕкленÿллĕ кăмăлпа уявларĕ. Кунсем иртеççĕ, çулсем шăваççĕ. Вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, тăлăха юлнă салтак арăмĕсем çулран-çул сахаллансах пыраççĕ. Ĕмĕр иртет кун юлать. Вăрçă хирĕнче пуç хунă салтаксен паттăрлăхĕ пуриншĕн те асăмра юлĕ. Ăру хыççăн ăру ÿсет, вĕсем Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ паттăр салтаксене ĕмĕр-ĕмĕр асра тытĕç.
Аслă Çĕнтерÿ кунне уявлама вăрçă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, тăлăха юлнă салтак арăмĕсем, предприятисемпе организацисен ĕçченĕсем, шкул ачисем пухăннă. Майăн 9-мĕшĕнче ирхине 8 сехет иртсен пĕрремĕш вăтам шкул пулнă вырăнта унтан вĕренсе тухса вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунисене халалласа лартнă палăк умĕнче митинг иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕн заместителĕ, райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов уçрĕ. Ку палăка 45 çул каяллах лартнă. Аслă Çĕнтерÿ 65 çул çитнине халалласа ăна çĕнетнĕ, сăн кĕртнĕ. Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă, тăван çĕршывшăн пуçĕсене хунă яш-кĕрĕмпе хĕр упраçсене, кунта вĕрентнĕ учительсене халалласа асăну плити йĕркеленĕ. Юрий Васильевич пирĕн ентешсен паттăрлăхĕ ĕмĕр манăçми, çакна çамрăк ăрăвăн асра тытмалли, тăнăç пурнăçшăн пурин те кар тăрса вăй хумалли çинчен каларĕ. Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Иванов вăрçă ветеранĕсен паттăрлăхĕ ĕмĕрлĕх асăмра юлни пирки пĕлтерчĕ. Унтан палăк умне вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн ĕçченĕсем, шкулсенчи вĕрентекенсем, вĕренекенсем, предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем чĕрĕ чечексем хучĕç. Уяв малалла поселокри Тĕп площадьре тăсăлчĕ. Кунта ирхине ирех вăрçă çулĕсенчи юрăсем шăранчĕç. Культурăпа кану центрĕ çумĕнче çар кухни ĕçлерĕ, райпо ĕçченĕсем вăрçă ветеранĕсене салтак пăтти çитерчĕç, чейпе сăйларĕç. Уява килнисем малтанах Тĕп площаде пухăнчĕç. Вăрçă ветеранĕсене Совет Союзĕн Геройĕ А.Казаков ячĕпе хисепленекен автобус çине лартрĕç. Унтан уяв колонни Çĕнтерÿçĕ- салтак палăкĕ умне çул тытрĕ. Пĕр çаврăм туса автомашинăсен колонни тата уява килнĕ мĕн пур халăх Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умне çитрĕç.
10 сехетре Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Иванов митинг уçăлни çинчен пĕлтерсе пуçтарăннă халăха уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕ.
Раççей гимнĕ янăрать. Унтан Вăрмар район пуçлăхĕ В.Кириллов сăмах илет.
«Вăрмар районĕн хисеплĕ çыннисем, Аслă Отечественнăй вăрçăн хаклă ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, тăлăха юлнă салтак арăмĕсем, вăрçă ачисем, салтак-интернационалистсем, хĕç-пăшаллă хирĕçÿсене хутшăннă çынсем, салтака кайма вăхăт çитнĕ çамрăксем, хăнасем, ентешсем! Сире пурне те Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламлатăп. Çĕнтерÿ кунне çывхартассишĕн миллионшар çын пуçĕсене вăрçă хирĕсенче хучĕç. Вĕсен паттăрлăхĕ, тăшмана парăнманлăхĕ, мирлĕ пурнăçшăн кар тăни ĕмĕрлĕхех пирĕн асăмра юлĕ. 65 çул иртсен те тĕнчене тăнăçлăх илсе килнĕ. Совет салтакĕн çĕнтерĕвне эпир манмастпăр. Сире, хисеплĕ ветерансем, пархатарлă ĕçшĕн, паттăрлăхшăн, мирлĕ пурнăç туса панăшăн пуç таятпăр», - терĕ Вячеслав Николаевич.
Унтан Чăваш Республикин çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пай пуçлăхĕ М.Пуклаков Çĕнтерÿ кунĕпе саламларĕ, сăмах каларĕ. Ĕçпе вăрçă ветеранĕ В.Андреев Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламласа мирлĕ пурнăç, телей, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунчĕ. Вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕхех пуçне хунисене асăнса Çĕнтерÿçĕ-салтак палăк умне Раççейри салтаксен аллейисен ячĕпе Мухтав гирлянди хучĕç. Митинг малалла пычĕ. Вăрçăра пуçĕсене хунисене аса илсе шăплăх минучĕ, унтан салют пулчĕ. Çĕнтерÿçĕ-салтак палăк умĕнче ĕмĕр сÿнми кăвайт та халăхпа пĕрле хальхи мирлĕ пурнăçшăн хĕпĕртерĕ тейĕн. Ун çулăмĕ çак кун ялкăшса çунчĕ. Шкул ачисем вăрçă ветеранĕсене чечек çыххисем парнелерĕç, çирĕп сывлăх сунчĕç. Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ те чĕрĕ чечексен кăшăлĕпе тата чĕрĕ чечексен çыххипе хупланчĕ. Вĕсене воин-афганецсене асăнса лартнă монумент, районти поликлиника çурчĕ çинче паттăр салтаксене чысласа уçнă Асăну хăми çине те хучĕç. Çак паллă кун вăрçă ветеранĕсемпе пĕрле воин-афганецсем те уявра пулчĕç. Вĕсен асĕнче тепĕр вăрçă - Афганистан вут-çулăмĕ - ĕмĕр асра юлнă. Воин-афганецсем те вăрçă хирĕнче паттăрла пуçĕсене хунă юлташĕсене асăнса монумент умне чечек кăшăлĕсем хучĕç.
Аслă Отечественнăй вăрçăн паттăр салтакĕсен ячĕпе салют пачĕç. Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Иванов митинг хупăнни çинчен пĕлтерчĕ.
Уяв малалла Тĕп площадьре иртрĕ. Унта çамрăк армеецсен парачĕ пулчĕ. Лайăх утса тухнă шкул ачисен пур отрячĕ те дипломсене тивĕçрĕ. Çавăн пекех ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пай пуçлăхĕ М.Пуклаков В.Александров, В.Авакумов, В.Ильин воин-интернационалистсене Раççейри Афганистан ветеранĕсен Канашĕн «Тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медалĕсене парса чысларĕ. Çакна та асăнса хăвармалла: Михаил Анатольевич та çак организацин «Хĕç-пăшаллă вăйсен ветеранĕ» медале илме тивĕç пулчĕ. Уяв программине художествăлла пултарулăх коллективĕсен савăнăçлă концерчĕ тăсрĕ.
Çĕнтерÿ кунĕ Вăрмар халăхĕшĕн асра юлчĕ.