07 мая 2010 г.
Тăван çĕршыв çине Çĕнтерÿ хĕвелĕ ялкăшса хăпарнăранпа 65 çул çитет. Çĕнтерĕве çывхартнисен шучĕ вара кашни çулах чакса пырать. Акă пирĕн ялта та вăрçă ветеранĕсем пиллĕкĕн кăна юлчĕç. Вĕсенчен пĕри - пирĕн тăван - Георгий Иванович Иванов.
Вăл 1921 çулхи мартăн 13-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Çемьере вĕсем улттăн ÿснĕ. 6 çул тултарсан вăл ялти шкула çул тытать. Тăрăшса вĕренет Георгий, пур ачапа та туслă, пурне те май килнĕ таран пулăшма тăрăшать.
7 класс вĕренсе пĕтерсен çамрăк каччă Вăрмаралла çул тытать. Унта сĕтел-пукан фабрикине ĕçлеме кĕрет. Алли-ури çыпăçуллă çамрăк Георгий - столяр профессине хăвăрт алла илет вăл. Пултаруллă çамрăка 1939 çулта ăс-пĕлĕве ÿстерме Мурманск облаçĕнчи Кандалакша хулинчи сĕтел-пукан фабрикине яраççĕ. Кĕçех унăн салтак ячĕ тухать. 1940 çулхи сентябрьте Хĕрлĕ Çар ретне илеççĕ. Мускав хулине лекет чăваш каччи. Салтак полк шкулĕнчи кĕçĕн командирсен курсĕнче вĕренет. Чипер пурнăçпа пурăнакан салтаксене хăрушă хыпар пĕлтереççĕ: Совет çыннисен мирлĕ пурнăçне нимĕç фашисчĕсем аркатаççĕ. Акă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланать. Çамрăк салтак Иванов Смоленск хулинчи зенитчиксен ротине лекет.
Хĕрлĕ Çарăн вăйсем çитеймеççĕ-ха фашиста хăваласа яма. Пирĕн салтаксен каялла чакма тивет.
- Мускав çывăхĕнче чарăнтăмăр. Дивизие çын хушсан каллех фашистсене хирĕç тухрăмăр. Курск-Орлов пĕккинче вăйлă çапăçусем пулчĕç. Нумай нимĕç фашисчĕсене тĕп турăмăр, анчах та пирĕн салтаксем хушшинче те çухатусем нумай пулчĕç, - аса илет куççуль витĕр Георгий Иванович.
Çĕнтерĕве вăл Берлин хулинче кĕтсе илет.
Вăрçă пĕтнĕренпе 65 çул çитет пулин те Георгий Иванович Польшăра, Украинăра, Белоруссире пулса иртнĕ çапăçусем пирки куççульне пытармасăр каласа кăтартать.
Вăрçă пĕтсен киле тÿрех таврăнаймасть-ха паттăр салтак. Тăван яла вăл 1946 çулхи май уйăхĕнче çеç çитет. 1948 çулта хамăр ялти чипер хĕрпе, Алевтина Григорьевна Григорьевапа, çемье çавăрать. Вĕсем 3 хĕр пăхса ÿстереççĕ. Халĕ хĕрĕсем те çемьеллĕ.
Фронтран таврăнсан ахаль ларман Георгий Иванович. Малтан вăл Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче столяр пулса ĕçлет. Унтан ялпори пекарня заведующийĕ пулса тăрăшать. Лайăх ĕçленĕшĕн ăна «Ĕç ветеранĕ» медальпе, нумай грамота-дипломсемпе чысланă.
Унăн кăкăрĕ çинче халĕ Аслă Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ орденĕ тата тĕрлĕ çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн панă медальсем, тĕрлĕ знаксем тивĕçлипех хăйсен вырăнне йышăннă.
Халĕ вăрçă ветеранĕ Елена хĕрĕпе пурăнать. Шел пулин те, унăн мăшăрĕ, Алевтина Григорьевна, пирĕнтен 2 çул каялла ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Çапах та хĕрĕсем юратнă ашшĕне май килнĕ таран пулăшаççĕ. Мăнукĕсем те кукашшĕне питĕ юратаççĕ, мухтанаççĕ, унăн паттăрлăхĕ çинчен каласа панине пысăк кăмăлпа итлеççĕ.
Эпир те, Георгий Ивановичăн пур тăванĕ, ăна хисеплетпĕр, юрататпăр, хĕвелпе киленсе пурăнма пултарнă телейлĕ пурнăçшăн чун-чĕререн тав тăватпăр, малашне те юман пек çирĕп сывлăх, чăваш сурпанĕ пек вăрăм ĕмĕр сунатпăр.
Кивĕ Вăрмар ялĕ.